Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӳрен каска якалнӑ, выртакан каска мӑкланнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫул-йӗр: Шупашкарта ҫӗнӗрен тумалли тата юсамалли чи пӗлтерӗшлӗ 10 ҫула палӑртнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 02.06.2017 11:54 | 1688 хут пӑхнӑ
Ҫул-йӗр

Шупашкар хулинче ҫӗнӗ ҫулсем тума палӑртаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хула администрацийӗнче пӗлтерӗшлӗ ҫул-йӗр тытӑмӗсен проектлас умӗнхи ӗҫӗсене хатӗрлеҫҫӗ.

Тума палӑртнӑ ҫулсенчен хӑшӗ-пӗрин проекчӗсем хатӗр, теприсем тӗлӗшпе аукцион йӗркелеме пуҫланӑ.

Хулара тӗпрен ҫак вырӑнсене ҫӗнетме тата тума палӑртнӑ:

Электроаппараткинчен бульварне тӑватӑ йӗрлӗ тӑвасси;

Иван Яковлев проспектне тӗпрен ҫӗнетесси (Канаш ҫулӗнчен пуҫласа 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗпе хӗресленекен ҫавра таран; проектне хатӗрлеме ҫывӑх вӑхӑтра конкурс пуҫарӗҫ);

Соляново тӑкӑрлӑкри ҫула ҫӗнетесси (проект хатӗрлеме пуҫлӗҫ);

30-мӗш автоҫула оперӑпа балет театрӗ таран туса ҫитересси (проект ӗҫне хатӗрлеме пуҫлӗҫ);

Карл Маркс урамӗпе Ярославль урамне ҫыхӑнтарас ӗҫ (проект ӗҫӗ вӗҫленнӗ, ҫула ҫывӑх вӑхӑтра тума пуҫлӗҫ);

Станциҫум урамӗнчи ҫула ҫӗнетесси (База тӑкӑрлӑкӗнчен пуҫласа Хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ таран; проект ӗҫне пуҫлаҫҫӗ);

○ виҫҫӗмӗш транспорт унки валли техникӑпа экономика тӗлӗшӗнчен сӑлтавласа хутсем хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ.

#аталану, #Шупашкар, #ҫул-йӗр

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Альберт // 1013.91.1394
2017.06.07 23:06
Кунта акӑ "Ярославская" урамне - "Ярославль урамӗ" тенӗ. Ман шутпа "Ярослав урамӗ" тесен тӗрӗсрех... ҫапах, "Ярослав" камне хам та пӗлместӗп..."
2017.06.08 10:23
Аçтахар Плотников
Урам ятне хула ячӗпе панӑ, ҫын ячӗпе мар. Ку факта тӗрӗсленӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем