Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -7.7 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Йӑлӑм енчи ҫулӑмпа сиенленнӗ вӑрмана тӗрӗслерӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 03.06.2011 09:08 | 1967 хут пӑхнӑ
Хунавсем лайӑх кайнӑ
Хунавсем лайӑх кайнӑ

Ӗнер Михаил Васильевич Михайлов Йӑлӑм енчи ҫулӑмпа сиенленнӗ вӑрмана тӗрӗслерӗ.

Хальхи вӑхӑтра пӗлтӗрхи сиене пӗтерес тӗлӗшпе Шупашкар вӑрман хуҫалӑхӗнче 10 бригада тӑрмашать. Вырӑнти халӑх та пулӑшать — килӗшӳпе укҫа тӳлесе хӑйсемех ҫунӑк йывӑҫа касаҫҫӗ, тирпейлеҫҫӗ, тиесе тухаҫҫӗ. Халӑха пурӗ 53 пин куб сутнӑ. Ҫутҫанталӑх пурлӑхӗсен министрӗн Иван Исаевӑн шучӗпе ку йывӑҫ пӳрт-ҫурт тума лайӑх, пӳрт тӑрри валли та юрӑхлӑ. Анчах та ӑна вӑхӑтра илсе тухмалла — тепӗр темиҫе уйӑхран ку йывӑҫ пахалӑхӗ самай чакӗ: хурт-кӑпшанкӑ ҫисе ярӗ. Хакӗ те йӳнӗ — сывӑ йывӑҫӑн пӗр кубометрӗ 200 тенкӗпе танлашать пулсан, ҫунӑк йывӑҫ хакӗ 8 тенкӗ ҫеҫ. Халӑха пурӗ 150 гектарти вӑрмана сутнӑ пулсан 21 гектартине хальхи вӑхӑтра касса тирпейленӗ те ӗнтӗ.

Пурӗ 270 гектар лаптӑка тасатнӑ, 6,3 гектарта хыр хунавӗсене лартса тухма та ӗлкӗрнӗ. 80-85% вӗсенчен вӑй илнӗ те ӗнтӗ. Пӗтӗмӗшле ҫунса сиенленнӗ вӑрмансене 2011-2013 ҫулсенче сыватма шутлаҫҫӗ.

Михаил Васильевич ҫавӑн пекех йӑлӑм енче пурӑнакан халӑхпа тӗл пулса калаҫрӗ. Вӗсене газсӑр пурӑнни, вырӑнта ача-пӑча тухтӑрӗ ҫукки пӑшӑрхантарать иккен. Ачасене вылямалли ятарлӑ вырӑн та ҫук иккен. Президент площадкӑна Республика кунӗччен хатӗрлесе ҫитерме хушса хӑварчӗ. Педиатра ыйтӑвне те ҫывӑх вӑхӑтра татса пама шантарчӗ.

 

Сӑнсем

#Шупашкар районӗ, #Йӑлӑм ен, #вӑрмансем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем