Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Трак Енри шкулсенче вӗренӳ ҫулӗн юлашки шӑнкӑравӗ янӑрарӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 02.06.2011 23:52 | 1952 хут пӑхнӑ
Красноармейскинчи пӗрремӗш шкулта
Красноармейскинчи пӗрремӗш шкулта

Кӑҫал Красноармейски районӗн шкулӗсенчи 11-мӗш классенчен 115 яшпа хӗр вӗренсе тухать. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, юнкун, вӗсемшӗн юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.

Трак чӑваш-нимӗҫ гимназийӗнче акӑ ку мероприятине халалланӑ уяв вӗренӲ учрежденийӗн ҫурчӗ умӗнчи лапамра театрализациленӗ мелпе иртрӗ. Чӑваш Республикин Гимнӗ янӑранӑ май вӗренӲпе спортра тата общество ӗҫӗнче малта пыракан А. Васильев, Д. Марков, А. Илларионов, В. Журавлев тата А. Пантелеймонов ялав ҫӗклерӗҫ.

Выпускниксене Г.И. Юлмасова директор, район администрацийӗн пуҫлӑхӗ В.В. Александров, вӗрентӳре ӗҫлекенсен профсоюз райкомӗн председателӗ Г.И. Николаева, Красноармейскинчи ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ М.П. Прохоров, «Вольник» спортклуб директорӗ А.Н. Григорьев, пӗрремӗш класра вӗренекенсем, педагогика ӗҫӗн ветеранӗ В.С. Антонова, ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Н.Г. Пантелеймонов саламларӗҫ, умри экзаменсене ӑнӑҫлӑ тытма сунчӗҫ.

Вальс ташланӑ хыҫҫӑн йӗс шӑнкӑрав сассипе вун пӗрмӗшсем юлашки урока ларчӗҫ.

Райцентрти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан иккӗмӗш вӑтам шкулта та вӗренӳ ҫулӗ вӗҫленнӗ ятпа савӑнӑҫлӑ линейка иртрӗ, юлашки шӑнкӑрав янӑрарӗ.

Вӗренекенсем класӑн-класӑн шкул умӗнчи лапама йӗркеленсе тӑраҫҫӗ. Часах Чӑваш Ен Гимнӗ янӑраса каять, вӗренӳре, спортра тата обществӑлла ӗҫре малта пыракан ачасен ушкӑнӗ республика ялавне ҫӗклет.

Шкул директорӗ С. Гаврилова сӑмах илнӗ май, вӗренекенсемпе педагогсене ҫак уяв ячӗпе саламларӗ, дирекципе шкул канашӗн итоглӑ аттестацин приказӗпе паллаштарчӗ. Кӑҫал тӑххӑрмӗшсенчен 44, вунпӗрмӗшсенчен 34 ачана патшалӑх экзаменӗсем тытма ирӗк панӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Ю. Васильев уяв ячӗпе саламласа тӑххӑрмӗшсемпе вунпӗрмӗшсене умри тӗрӗслевре ӑнӑҫу сунчӗ. «Аслӑ е ятарлӑ вӑтам пӗлӳ илсе хӑвӑра кӑмӑла каякан професси туянсан сире эпир Трак енре кӗтетпӗр, эпир вара сире валли хамӑр енчен мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшӑпӑр», — терӗ Юрий Алексеевич. Вӑл тӑххӑрмӗш классенчи К. Григорьевапа (республикӑри олимпиадӑра историпе виҫҫӗмӗш) А. Никифорована (республикӑри олимпиадӑра акӑлчан чӗлхипе пӗрремӗш, 1500 тенкӗлӗх сертификат) дипломсем пачӗ, «Сӑран мечӗк» призӗсемшӗн пынӑ районти ӑмӑртусенче ҫӗнтернӗшӗн кӗҫӗн (10—11 ҫулсенчисем) тата вӑтам ушкӑнри (12—13) командӑсене дипломсемпе тата кубоксемпе наградӑларӗ. Ашшӗ-амӑшӗсен ячӗпе Э. Окликова тухса калаҫрӗ, педагогсен коллективне пархатарлӑ та ҫӑмӑл мар ӗҫшӗн чӗререн тав турӗ. Пӗрремӗш классем уяв ячӗпе сӑвӑсем вулаҫҫӗ, кӑҫал шкултан вӗренсе тухакансене Ксения Сергеева «Последний звонок» юрӑ парнелет. Вунпӗрмӗшсем педагогсене, шкулта вӑй хуракансене тав туса сӑвӑсем, юрӑ-кӗвӗ парнелеҫҫӗ, чӗрӗ чечексем, парнесем тыттараҫҫӗ. Вӗсен класс ертӳҫисем те хӗрсемпе каччӑсене малашлӑхра ӑнӑҫусем сунчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ самант ҫитет: 1-мӗш класри Татьяна Сергеевапа 11-мӗшӗнчи Александр Симьянов юлашки шӑнкӑрав янраттараҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вун пӗрмӗш классем юлашки урока лараҫҫӗ.

#Красноармейски районӗ, #Красноармейски, #шкулсем, #юлашки шӑнкӑрав

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем