Республикӑн тӗп хулинчен Турцие канма каякансен йышне Шупашкарти аэропорт икӗ хут ӳстересшӗн. Маларах «Пегас Туристик» компани самолетсене 10 кунта пӗрре вӗҫтерес тенӗ. Халӗ ҫӗршыври пысӑк турооператорсенчен пӗринпе калаҫса татӑлнӑ. Ҫапла туни Анталия хулине тӳрремӗн каякан рейссене Шупашкартан икӗ хут нумайлатма май парӗ.
Маларах эпир Турци Раҫҫей ҫыннисене ют ҫӗршыв паспорчӗсӗрех кӗртме пуҫласшӑннине хыпарланӑччӗ. Аса илтерер, «Российская газета» (чӑв. Раҫҫей хаҫачӗ) пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ку ыйтӑва ҫывӑх вӑхӑтра Мускавпа сӳтсе явасшӑннине асӑннӑччӗ. Ун пирки Турцин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министрӗ Мевлют Чавушоглу каланӑ. Хӑйӗн шухӑшне министр Антальере Раҫҫей гражданӗсемпе тӗл пулнӑ чухне палӑртса хӑварнӑ.