Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Йӗмен ача патне амӑшӗ пымасть, е Ӑшталансан орден-медаль парӗҫ-ши?

Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Сутатӑп Аш е пулӑ тӗтӗмлемелли хатӗр сутатӑп. Тутӑхман тимӗртен тунӑ. Ҫӳллӗшӗ — 45 см., ...
Таисия Ташней 20.03.2017 12:57 | 307 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Культура

Тӗрлӗ шайри Хисеп грамотине, тава тивӗҫлӗ ята, медаль-ордена камсем тата мӗне кура тивӗҫни чылайӑшне тӗлӗнтермест те, шухӑшлаттармасть те пулӗ. Ик айкки те тӑвайкки маррисем вара тӗлӗнеҫҫӗ, хӑюллӑраххисем вара ҫавӑн пирки уҫҫӑнах сӑмах хускатаҫҫӗ.

Ҫак эрнере республикӑри профессилле ҫыравҫӑсем ларӑва пуҫтарӑнчӗҫ. Унта пулнӑ Марина Карягина ҫыравҫӑ, поэт, драматург хӑйӗн чун ыратӑвне Фейсбукра уҫса панӑ. Ыттисене те вӑл калаҫӑва хутшӑнма чӗннӗ. Акӑ еплерех ҫырать-ха паллӑ кӑна мар, чӑннипех пултаруллӑ автор тата тележурналист:

«Ҫыравҫӑсен ӗнерхи ларӑвӗ хыҫҫӑн каллех кӑмӑл пӑтранать... Кунти чӑваш туссемпе тӗплӗ калаҫу ирттерес килет,» — пуҫланӑ вӑл сӑмахне.

«Юбилейӗсем ҫывхарнӑ май Чӑваш халӑх писателӗ е поэчӗ, ЧР е Раҫҫей культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ хисеплӗ ят, орден-медаль т.ыт.те илес тесе хӑйсем ӑшталанса ҫӳрекенсем яланах пулнӑ-ши вӗсем е юлашки вӑхӑтра, пушӑлӑха пула, ӗрчесе кайрӗҫ?

Пӗри «Ман чухлӗ никам та халӑх умӗнче сӑвӑ вуласа ҫӳремест, мана халӑх пӗлет, халӑх ҫыравҫи тесе шутлать!» — тет, тепри: «Мӗншӗн халь те пӗр хӗрарӑма та халӑх ҫыравҫи ят паман — ку тӗрес мар!» тет, тата тепри: «Эпӗ хам укҫапа (!) 30 ытла (!) кӗнеке кӑлартӑм, ку ята эпӗ тахҫанах тивӗҫлӗ!» — тесе кӗмсӗртетет...

Пултарулӑх шайӗ, тӑван литературӑна тепӗр ӳсӗме хӑпартас ӗҫе, сӑмахлӑх ҫӳпҫине мӗнле ҫӗнӗ тупра хывни пирки пымалла мар-и калаҫу? Кипече Чӑваш халӑх писателӗ ят панӑранпа аптраса иккӗленме пуҫларӑм: «Ҫав-ҫав сумлӑ ҫула пурӑнса ҫитнӗшӗн» тесе пенсионер удостоверенийӗпе пӗрле памалла мар-ши теп ку хисеплӗ ятсене?.. Союзӑн правлени пайташӗ пулма питӗ йывӑр, анчах ҫак ҫӑка ҫӗклесе утасах пулать: тӗрӗссине уҫҫӑн калакан ҫукпа пӗр, никамӑн та «тӑшман пулса юлас килмест» иккен. Сӑмахӗ вара тус-тӑшман пирки мар, тӑван сӑмахлӑх шайӗ пирки, пысӑккӑн илсен — тӑван халӑх шӑпи пирки пырать...

Правленин ҫитес ларӑвӗнче каллех «вӗри ыйтусем» пӑхса тухма тивет пулас: Светлана Асамат Чӑваш халӑх поэчӗ пуласшӑн («Ҫитес ларура ҫак ыйтӑва татса парӑр-ха, эсӗ поэзи секцине ертсе пыран - санран килет», — тесе пырса калаҫрӗ. «Иртнӗ ларура кӑна сан ыйтӑвна тивӗҫтерсе сана «Раҫҫей Федерацийӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама сасӑларӑмӑр-ҫке», — тетӗп. «Эпӗ шухӑша улӑштартӑм, кирлӗ мар вӑл мана, хальхинче Чӑваш халӑх поэчӗ парас ыйтӑва ҫӗклӗр», — тет).

Тепӗр ҫыравҫӑ, пирӗн союза пӗлтӗр кӗнӗ Николай Сорокин, вырӑсла тухнӑ романӗшӗн Чӑваш халӑх писателӗ пуласшӑн», — тесе ҫырнӑ Марина Карягина.

Унтан вӑл хӑй сӑмахне: «Кам мӗнле шутлать, пӗрле сӳтсе явма ан ӳркенӗр, тархасшӑн. Унсӑрӑн... ку именӳ мӗнне маннӑ эшкерте хама хам ӑнланми пулса пыратӑп. Кунашкал ыйтусене татса панӑ чухне «шурӑ курак» пек курӑнма пуҫларӑм пулас.

Халӑх ҫӳллӗшне унӑн поэт-писателӗ урлӑ виҫеҫҫӗ. Е йӑнӑшатӑп-ши...», — тесе вӗҫленӗ.

Марина Карягина чӗннӗ калаҫӑва хальлӗхе Арсений Тарасов драматург ҫеҫ хутшӑннӑччӗ. «Чапшӑн мар, чаплӑ япала ҫырасчӗ те сунасчӗ. Кулӑшла! Хам та ҫыракан ҫын пек шутланатап та — айккинчен пӑхсан ытла та айванла вӗт-ха. Хӑшӗ пирӗнтен Ҫеҫпӗл, Иванов, Хусанкай, Митта, Элкер, Мранькка, Турхан, Артемьев, Скворцов тата ытти хӑш-пӗр ҫыравҫӑ? Лӑпланӑр-ха! Халӑх умӗнче намӑс ан курар!», — тенӗ вӑл. Унтан вӑл ҫапла та хушса хунӑ: «Романӗ лайӑх пулсан, пӗлтерешлӗ пулсан ӑна памалла, ҫӗнӗлӗхӗ ҫук пулсан хулӑнӑшӗшӗн ҫеҫ памалла мар хисеплӗ ята. Литературӑра авторӗ мӗнле ҫын пулни ниме те пӗӗтермест. Пирен ахаль те пӗтӗмпех ҫынни мӗнлине кура тата хӑйне пиарласа тунӑ мифа шута хурса хак параҫҫӗ пек ҫынна, пултарулӑха чӑнласа хак хуни ҫук».

Чӑн та, калаҫмалӑх-шухӑшламалӑх пур кунта. Хӑюлӑх ҫитерсен паллах...

#культура, #ҫитӗнӳсем, #чӑвашлӑх, #пухусем, #литература, #тавлашусем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Чӑвашла калав ҫырса тӗнче шайӗнче ӑмӑртма йыхравлаҫҫӗ
2016, 05, 17
Штанашри автора кӗнекепе чысланӑ
2016, 10, 30
Чиндыковӑн «Вӑрман ачисем» йыш хушнӑ
2016, 11, 29
Тафаев кӗнекисене Ермолаев депутат туяннӑ
2016, 12, 26
Марина Карягина ҫӗнӗ жанра алла илет
2017, 03, 11

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (24.03.2017)

07:00
 
Хыпарсем (12+)
07:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
08:00
 
Новости (12+)
08:10
 
Ирхи кăмăл (12+)
09:00
 
Новости (12+)
09:10
 
Театральный абонемент (12+)
10:00
 
Хыпарсем (12+)
10:10
 
Юрă вăчăри (12+)
10:20
 
Туслăх. Дуслык. Дружба (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:10
 
Юрă вăчăри (12+)
11:20
 
Литература çÿпçинчен (12+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:10
 
Пачăшкă сăмахĕ (12+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Юрă вăчăри (12+)
16:20
 
Экстренный час (16+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Юрă вăчăри (12+)
17:20
 
Кулăш лаççи (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
19:20
 
Социальный вопрос (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org