Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.0 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Петӗр Хусанкай конференцине Британипе Туркменистанран та салам ҫитнӗ

Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Сутатӑп Аш е пулӑ тӗтӗмлемелли хатӗр сутатӑп. Тутӑхман тимӗртен тунӑ. Ҫӳллӗшӗ — 45 см., ...
Галина Никитина 15.03.2017 21:04 | 95 хут пӑхнӑ
Культура

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑваш поэзийӗн улӑпӗ, Чӑваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗллӗ патшалӑх преми лауреачӗ (1967), Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш комсомол премийӗн лауреачӗ (1969), СССР писателӗсен Союзӗн пайташӗ (1934) П. П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ «Петӗр Хусанкайӑн пултарулӑх эткерӗ» ятпа пӗтӗм тӗнчери ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртнӗ.

ЧППУн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, конференци ӗҫне И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУн ректорӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Иванов профессор П. Хусанкайӑн чӑваш культурипе литературинчи тӳпи вышкайсӑр пысӑк пулнине, унӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пуриншӗн тӗслӗх пулса тӑнине палӑртнӑ.

Ҫавра сӗтеле Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Юрий Исаев, ЧР культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев та хутшӑннӑ.

Британи академийӗн профессорӗ Питер Франс, Туркменистанри ӑслӑлӑх академийӗн академикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Соегов Мурадгелди профессор видео саламсем янӑ.

П. Хусанкай поэзийӗнчи Ҫеҫпӗл Мишшин традицийӗсем пирки филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Юрий Артемьев, поэт эткерӗн хӑйнеевӗрлӗхӗ, унӑн хальхи вӑхӑтри пӗлтерӗшӗ пирки филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, чӑваш халӑх ӑсчахӗ Виталий Станьял доцент, Петӗр Хусакайӑн илем тӗнчисем ҫинчен филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай доцент каласа панӑ.

Конференцие хутшӑнакансем «Пӗр сӑвӑ тишкерӗвӗ» ӑсталӑх лаҫҫинче те пулса курнӑ. Унта «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑвва историпе филологи факультечӗн студенчӗсем тӗрлӗ чӗлхепе янраттарнӑ.

Сӑнсем (27)

#ЧППУ, #конференцисем, #астӑвӑм, #культура, #тӳре-шара, #ЧПУ, #юбилейсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Юрий Исаева министра лартнӑ
2016, 09, 09
35-ри «Эревет» тумтир тата инструмент туянӗ
2016, 10, 02
Ҫӗрпӳ ҫӗрӗ ҫинче Казахстан поэчӗн бюстне уҫнӑ
2016, 12, 22
Атнерпа амӑшне Тутарстанра хапӑл пулнӑ
2017, 01, 23
Поэт куравӗнче арӑмӗн юратнӑ юрри янӑранӑ
2017, 01, 26

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (27.03.2017)

07:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
08:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
09:00
 
Юрă вăчăри (12+)
09:20
 
Ялтан яла (12+)
10:00
 
Хыпарсем (12+)
10:10
 
Юрă вăчăри (12+)
10:20
 
Шанчăк (12+)
11:00
 
Новости (12+)
11:10
 
Юрă вăчăри (12+)
11:20
 
Радиоазбука (12+)
11:40
 
Правовой ликбез (12+)
12:00
 
Хыпарсем (12+)
12:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Хыпарсем (12+)
13:10
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Новости (12+)
14:10
 
Юрă вăчăри (12+)
14:20
 
Экстренный час (16+)
15:00
 
Хыпарсем (12+)
15:10
 
Юрă вăчăри (12+)
15:20
 
Приключения тети Моти и Софии Прекрасной (0+)
16:00
 
Новости (12+)
16:10
 
Юрă вăчăри (12+)
16:20
 
Ачалăх урхамахĕ (6+)
17:00
 
Новости (12+)
17:10
 
Юрă вăчăри (12+)
17:20
 
Çемье ăшши (12+)
18:00
 
Хыпарсем (12+)
18:10
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Ĕçне кура-хисепĕ (12+)
19:00
 
Новости (12+)
19:10
 
Юрă вăчăри (12+)
19:20
 
Возрождение (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Тата мĕн кирлĕ пурнăçра? (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org