Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑвашла диктант конкурсӗ иртет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 15.03.2017 17:58 | 2884 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӑваш Енри Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, Тӑван радио, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2017» акци ирттересси ҫинчен пӗлтереҫҫӗ.

ЧР Вӗренӳ министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, вӑл 2017 ҫулхи ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле. Диктант 13 сехетре пуҫланать. Акцин тӗп тӗллевӗ — чӑваш чӗлхин пӗлтерӗшне, сум-хисепне ӳстересси.

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттересси ҫинчен пӗлтерет. Чӑвашлӑх анинче ятарласа вӑй хуракансем яваплӑха туйса хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кашниех хамӑр халӑхӑн пултаруллӑ вӑйне кӑтартма тивӗҫ.

Иртнӗ ҫулсенчи диктант тексчӗсене Ҫеҫпӗл Мишши, Нестер Янкас, Фатых Карим ячӗллӗ премисен лауреачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх премийӗн лауреачӗ Марина Карягина тележурналист хатӗрленӗччӗ, чӑвашсен паллӑ прозаикӗ Леонид Маяксем ҫырни («Асран кайми кун») тата А. Артемьевӑн «Ҫӑкӑр хакӗ» повеҫӗ тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫсене суйласа илнӗччӗ.

Ятарлӑ комисси ячӗпе килнӗ ӗҫсене Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтне ака уйӑхӗн 12-мӗшӗччен ҫитерме ыйтаҫҫӗ.

#вӗренӳ, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Вӗренӳ министерстви, #ЧПГӐИ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем