Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.0 °C
Кахал ҫине виҫ кун малтан ҫумӑр ӳкнӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: «Трак ен пики–2017» иртнӗ

Паллашу Хам ҫинчен: Ӗҫместӗп, туртмастӑп, ӗҫрен хӑрамастӑп. 43 ҫулта. Хальхи самантра йы...
Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Виталий Михайлов 09.03.2017 22:25 | 156 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх
«Трак ен пики» — Анастасия Козлова
«Трак ен пики» — Анастасия Козлова

Красноармейскинчи культура ҫуртӗнче, Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалласа, йӑлана кӗнӗ «Трак ен пики» конкурс иртнӗ. Кӑҫалхи тупӑшӑва сакӑр пике хутшӑннӑ. Вӗсене малтанах район администрацийӗн пуҫлӑхӗ С. Молотков, «Ял ҫамрӑкӗсен Раҫҫейри союзӗн» Пӗтӗм Раҫҫейри обществӑлла организацин вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Д. Посадский, районти Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Р.Николаева саламланӑ.

Тупӑшӑва хутшӑннӑ пикесен малтанах хӑйсемпе паллаштарчӗҫ, унтан вӗсен Чӑваш ен историне, культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине кӑтартма тивнӗ тата пултарулӑх конкурсӗ витӗр тухма тивнӗ. Хӗрсем нацин пӗр-пӗр апат-ҫимӗҫне хатӗрлесе унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Юлашкинчен вӗсем чӑваш наци тумне тӑхӑнса хӑйсен илемлӗхӗпе тыткӑнланӑ. Пикесен ӑсталӑхне пилӗк ҫынран тӑракан жюри хак панӑ.

Ҫивӗч тупӑшура «Трак ен пики-2017» ята Анастасия Козлова (Трак вӑтам шкулӗ, 9 класс) ҫӗнсе илнӗ. «Вице-Трак ен пики-2017» — Анна Кузьмина (Карай ял тӑрӑхӗ). Анна Еперина «Ӑс пике» (Алманч вӑтам шкулӗ), Анита Алемесова «Ҫепӗҫ пике» (Пикшик вӑтам шкулӗ), Надежда Петрова «Хӳхӗм пике» (Кӗҫӗн Шетмӗ ял тӑрӑхӗ), Диана Данилова «Кӑмӑллӑ пике» (Красноармейски вӑтам шкулӗ), Карина Антонова «Тарават пике» (Упи ял тӑрӑхӗ), Ольга Илларионова «Сӑпайлӑ пике» (Красноармейски вӑтам шкулӗ) номинацисенче палӑрнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» ята вара Анастасия Козлова («Трак ен пики-2017») ҫӗнсе илнӗ.

Тӑхтавсем вӑхӑтӗнче куракансене А. Алексеев, Н. Яковлев, тата «Взгляд» ташӑ ушкӑнӗ (А. Яковлева) савӑнтарнӑ.

Маттур пикесем Дипломсемпе парнесене тивӗҫнӗ.

#ӑмӑртусем, #Красноармейски районӗ, #чӑвашлӑх, #Чӑваш пики, #Красноармейски, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chuv-krarm.3dn.ru
 

Сӑнсем (53)