«Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» ӑмӑртӑва сахал мар ӗҫ ярса панине шута илсе хаклав ӗҫне эпир икӗ тапхӑра пайлас терӗмӗр. 1-мӗш тапхӑрта кашни ушкӑнра чи лайӑх 10 ӗҫе суйлатпӑр, 2-мӗш тапхӑрта вара ҫав 10 ӗҫрен чи лайӑххисене суйласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӑпӑр.
Паян вара сире пӗрремӗш тапхӑра палӑрнӑ ӗҫсемпе паллаштарас тетпӗр. Ярса панӑ ӗҫсене эпир 5 ушкӑнпа хакланӑ май пурӗ 50 ӗҫ суйласа илтӗмӗр. Кашнине ятран асанса тӑмӑпӑр, списокпа эсир ҫак каҫӑпа паллашма пултаратӑр. Палартма кӑмӑллӑ, суйласа илнӗ ӗҫсен хушшинче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкартисем те пур, районтисем те, тулашрисем те. Списока хальлӗхе хушаматсем тӑрӑх йӗркеленӗ.
Кам-кам ҫӗнтернине ҫывӑх вӑхӑтра палӑртма шутлатпӑр. Кун пирки хыпарланӑ хыҫҫӑн чыслав кунне хӑҫан ирттерессине пӗлтерӗпӗр. Каласа хӑварас пулать — 1-мӗш тура тухнисем пурте пирӗнтен парнесене тивӗҫӗҫ (ҫав шутра пӗрремӗш, иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнайманнисем те). Кам мӗнле вырӑн йышӑннине чыслав вӑхӑтӗнче пӗлтерӗпӗр, ҫапла май сире валли кӑшт интрига хӑварас кӑмӑллӑ эпир. Пӗрремӗш вырӑнта 1 ӗҫ пулӗ, иккӗмӗш вырӑнта 2 ӗҫе палӑртӑпӑр, 3-мӗш вырӑнта — 3 ӗҫе. Тепӗр 4 ӗҫ ҫапла май хавхалану парнисене тивӗҫӗҫ.
Паянхи кун тӗлне видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне хутшӑнни ҫинчен ӗнентерекен сертификатсене эпир хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Вӗсене эсир «Шкулта» интернет-журнал страницинчен уҫласа илме пултаратӑр. Йӑнӑш тупсан — civhim2@yandex.ru адреспа пӗлтерӗр.