Ҫӗнӗ Шупашкарти хӗвел батарейисен «Хӗвел» савутӗнче юсаса ҫӗнетнӗ производство хута кайӗ. Модернизациленӗ панельсем унта ака уйӑхӗнче кун ҫути курассине «Хыпар» хаҫат сайтӗнче пӗлтернӗ.
«Ренова» компанипе «Роснано» акционерсен обществин пӗрлехи предприятийӗнчи юсаса ҫӗнетнӗ хӗвел панелӗсем хӑйсен аналогӗсенчен палӑрмаллах уйрӑлса тӑмалла-мӗн. Ӗмӗтленнине пурнӑҫа кӗртсен батарейӑсене экспорта ӑсатма пуҫласшӑн. 2009 ҫулта хута янӑ савут — хӗвел энергетики енӗпе ҫӗршывра вӑл чи пысӑккисенчен пӗри. Халӗ предприятире 97,5 МВт продукци кӑлараҫҫӗ пулсан ҫӗнӗ йышши панельсем хута ярсан производство калӑпӑшне 160 мегавата ҫитересшӗн. Ӳлӗмрен ӗмӗт тата пысӑкрах — ҫулталӑкра 400 мегаватт продукци кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ.