Шупашкарта юр йывӑрӑшне пула ҫурт тӑррин пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ. Юрать, никам та шар курман. Ҫав вӑхӑтра подъездран тухнӑ хӗрарӑм суранланман.
Ку нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарти Ашмарин урамӗнче 38 ҫуртра пулнӑ. Подъезд тӑрринче юр нумай пухӑннӑ, ҫавна пула вӑл йӑтӑнса аннӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ҫӳп-ҫап тӑкма ватӑ хӗрарӑм тухнӑ. Ҫурт тӑрри вӑл иртсе кайнӑ хыҫҫӑн ӳкнӗ.
Ку ҫурт авариллӗ шутланать. Анчах унта пурӑнакансене халӗ те урӑх ҫӗре куҫарман. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫе 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗнчех тумалла пулнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫурта авариллисен йышне кӗртсен управляющи компанийӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама пӑрахнӑ: юр тасатман, подъездра ҫуман. Анчах коммуналлӑ тӑкаксемшӗн килекен квитанцире «Ҫурта пӑхса тӑнӑшӑн» йӗрке пур, уншӑн укҫа тӳлемелле.