Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Елчӗкре панкратион енӗпе тӗнче шайӗнче ӑмӑртнӑ

Пулӑшу (Услуги) Сварка тата сантехника ӗҫӗпе пулӑшатӑп. Хакӗ — килӗшсе татӑлнипе.
Сутатӑп Пӑрамланӑ качака путеккисемпе пӗрле сутатӑп.
Паллашу Чиркӗве ҫӳрекен каччӑпа паллашатӑп. Хам ҫинчен: 38 ҫулта. Мускавра хваттер пур, ...
Галина Никитина 25.02.2017 17:47 | 176 хут пӑхнӑ
Спорт

Елчӗк районӗ 90 ҫул тултарнине халалласа «Улӑп» спорт керменӗнче профессилле панкратион енӗпе тӗнчери ӑмӑрту иртнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, унта пухӑннӑ Раҫҫей, Азербайджан, Кӑркӑс спортсменӗсем Елчӗк тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗ, самбо, каратэ, джиу-джитсу енӗпе Мускав тата Азипе Еврази чемпионӗ ята тивӗҫнӗ Олег Захаров кубокӗшӗн тупӑшнӑ. Пухӑннисене Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн председателӗ Олег Мустаев тата ыттисем ӑнӑҫу суннӑ.

Ун пек ӑмӑрту Елчӗк районӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ. Спортсменсем валли 8 кӗтеслӗ ринг йӗркеленӗ. Турнирта тӗрлӗ ҫӗршыври 77 кило таякан 14 спортсмен вӑй виҫнӗ. Пӗрремӗш вырӑна Мускав облаҫӗнчи Шамиль Рамазанов йышӑннӑ. Кӑркӑс спортсменӗ Алманбет Жаныбеков 2-мӗшне тухнӑ. Чечен Республикин спорт мастерӗн кандидачӗ Ислам Дадаев — 3-мӗш. Куракансем Елчӗк районӗнчи Лащ Таяпара ҫуралса ӳснӗ Геннадий Дмитриев (вӑл — ветерансем хушшинчи самбо енӗпе тӗнче чемпионӗ) тата Кӑркӑстанри Калдарбек Касимов раундне те кӑсӑкланса йышӑннӑ. Пилӗкшер минут пыракан 2 раундра та пӗр пек паллӑ пухса иккӗшӗ те ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.

#Азрейбаджан, #Чӗмпӗр, #Лащ Таяпа, #Кӑркӑстан, #ӑмӑртусем, #Елчӗк районӗ, #Елчӗк, #спорт, #Мускав, #панкратион

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.chgtrk.ru/?c=view&id=15092
 

Сӑнсем (91)