Паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӗмпӗрти 64-мӗш шкулта Николай Кондрашкин скульпторӑн куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Монумент ӑстин ӗҫӗсен пуххине Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунне халалланӑ.
Монументлӑ скульптурӑпа ӗҫлекен паллӑ авторӑн хальхи куравӗнче Николай Ашмарин чӗлхе тӗпчевҫин тата Никита Бичурин Китай тӗпчевҫин бюсчӗсене вырнаҫтарнӑ. Ӗҫсемпе паллашма Чӗмпӗр облаҫӗнчи чӑвашсен И.Я. Яковлев ячӗллӗ ҫутӗҫ обществин ертӳҫи А.А. Мордовкин тата вӑл тӑрӑхри чӑвашсен культура автономийӗн ертӳҫи О.Н. Мустаев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Николай Кондрашкин скульптор тата монументалист «Фейсбукра» пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑйне евӗрлӗ курав тата тепӗр эрне ӗҫлӗ. Унччен, паллӑ ӗнтӗ, ҫитсе паллашмалӑх, курмалӑх вӑхӑт пур-ха.