Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Чӑваш чӗлхи: Георгий Фёдоровӑн словарӗ мӗнле хатӗрленни ҫинчен каласа пачӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 13.02.2017 15:13 | 2524 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Иртнӗ эрнекун, нарӑсӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессийӗн иккӗмӗш кунӗ пулчӗ. Пӗрремӗш пайӗ Г. И. Фёдоров ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнӗ ятпа иртрӗ, иккӗмӗш пайӗнче вара А.А. Трофимовӑн «Время. Искусство. Искусствознание. Проблемы теории и истории стилевых направлений. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура» (чӑв. Вӑхӑт. Ӳнер. Ӳнер пӗлӗвӗ. Стиль юхӑмӗсен истори тата теори ыйтӑвӗсем. Живопись. Графика. Скульптура. Архитектура) кӗнекине хӑтларӗҫ.

Пӗрремӗш пайра Георгий Иосифовичӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗҫ, вӑл хатӗрленӗ «Чӑваш фразеологийӗн ӑнлантаруллӑ сӑмах кӗнекине» тишкерчӗҫ. Пирӗнтен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайнӑ ӑсчахӑн арӑмӗ Галина Фёдоровна итлекенсене Георгий Иосифович ҫак словарьпе мӗнле тӑрӑшса ӗҫлени пирки каласа пачӗ. Николай Иванович Егоров та фразологипе Фёдоров профессор 1970-мӗш ҫулсенчех ӗҫлеме пуҫлани пирки аса илчӗ. Словаре Геннадий Дегтярёв тишкерчӗ — унӑн лайӑх енӗсене палӑртрӗ, ҫитменлӗхӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Кунашкал словаре ҫулран ҫул пуянлатса пымалли пирки чарӑнса тӑчӗ.

Иккӗмӗш пайра Алексей Трофимовӑн ҫӗнӗ кӗнекине хӑтларӗҫ. Кунта вара институт ӗҫченӗсем кӑна мар, культура анинче тӑрмашакан ытти паллӑ ҫынсем те сӑмах каларӗҫ. Ытларах, паллах, паллӑ ӑсчахӑн хакласа ҫитерейми ӗҫне палӑртрӗҫ.

#юбилейсем, #ӑслӑлӑх кунӗ, #ЧПГӐИ, #ӑслӑлӑх, #чӑваш чӗлхи

 

Сӑнсем (30)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем