Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мухтавлӑ ӗҫтеш ырӑ ята тивӗҫлех

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аксар Чунтупай 04.05.2011 16:59 | 2041 хут пӑхнӑ
Мӑн Шетмӗ ялӗн иртнӗ ӗмӗрти чиркӗвӗ
Мӑн Шетмӗ ялӗн иртнӗ ӗмӗрти чиркӗвӗ

Н.А. Архангельский — Чӑваш Енри паллӑ археолог-этнограф, чиркӳ ҫынни. Иртнӗ кунсенче паллӑ ентеш ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитрӗ. Николай Архангельскин Мӑн Шетмӗпе Кушлавӑш чиркӳ прихучӗсенчи ачасемпе ҫынсене ҫутта кӑларас, Чӑваш тӑрӑхӗн районӗсенчи археологи тӗпчевне йӗркелес ӗҫӗсенчи пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑк.

Н. Архангельский 1861 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе) Мӑн Шетмӗ ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗпе аслашшӗ те чиркӳ ҫыннисем пулнӑ. Ашшӗ, Александр Иванович Архангельский, Канаш тӑрӑхӗнчи Шаккӑл ялӗнчен. 1938 ҫултан пуҫласа мӗн виличченех — 60 ҫул Мӑн Шетмӗ чиркӗвӗнче пупра ӗҫленӗ. Тӗн ҫыннин йӗркисене пурнӑҫласа пынипе кӑна лӑпланман вӑл.

Мӑн Шетмӗ тӑрӑхӗнче тӗпленнӗскер, Александр Иванович кӗҫех кунта хӑйӗн тӑванӗсене — Павел Федоровичпа Василий Федоровича — чӗнсе илнӗ. Асли чиркӳре тӗн йӑла-йӗркине тытса пыма пулӑшнӑ. Пиччӗшӗнчен 10 ҫул кӗҫӗнрех шӑллӗ ҫӑкӑр пӗҫерме пуҫланӑ. Ахаль мар ӑна ку тӑрӑхра Кулач Ваҫлейӗ е Ухсах Ваҫок тесе чӗннӗ. Вӗсен ҫурчӗ Л. И. Михайлов пурӑннӑ кил вырӑнӗнче ларнӑ.

Шӑпах Архангельскисем ӗнтӗ Мӑн Шетмӗ, каярахпа Кушлавӑш (халӗ Вӑрнар районне кӗрет) чиркӳ прихучӗсенче пурӑнакансене ҫутта кӑларас, шкулсем уҫса вӗсенче пулас вӗрентекенсем хатӗрлес ӗҫсене йӗркелесе яраҫҫӗ.

#Красноармейски районӗ, #Кушлавӑш, #чиркӳ, #Мӑн Шетмӗ

 

Комментари:

2011.05.04 19:45
Аçтахар Плотников
Александр Архангельский — ку ĕнтĕ шăп та лăп «Шурча таврашĕнче» романсенче сăнланнă Александр атте пулас, тĕрĕс-и?
2011.05.04 22:36
Аксар Чунтупай
Ку Архангельскипе Хветĕр Уярăн Архангельскийĕ пĕр çын мар пулас... Ыйтса пĕлĕп авторсенчен.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем