Ӗнер Швецири Сандвикен хулинче Раҫсей тата Швецин командисем мечӗкпе хоккейла выляса тупӑшрӗҫ. Шел те, пирӗн ҫӗршыв спортсменӗсемшӗн финалти вӑйӑ ӑнӑҫлах вӗҫленмерӗ: вӗсем 3:4 шутпа выляса ячӗҫ.
Хоккеистсемшӗн савӑнма, вӗсен вӑййипе киленме пынисене финалта ҫӗнтерейменни кӑна мар, Раҫҫей гимне юрлама микрофон тытса тухнӑ хӗр юрӑ сӑмахне манни те пӑшӑрхантарчӗ. Кун пек пӑтӑрмахпа кӑмӑлсӑрланса вӗсем тарӑхнине палӑртмалла шӑхӑрма тытӑнчӗҫ.
Спорт ӑмӑртӑвӗсенче гимна е капелла юрлакаланине пӗлетпӗр-ха. Музыкӑсӑр шӑрантарнипе такӑнчӗ пуль тесе тӳрре кӑларма ҫапах та йывӑртарах. Ҫӗршывӑн гимне янӑратма алла микрофон тытнӑ ҫыннӑн яваплӑха туймаллах-ҫке. Ҫитменнине тата хӗрӗн юрлас пултарулӑхӗ те ҫукраххӑн туйӑнчӗ.