Паян К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа чаплӑ уяв иртнӗ. Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх, мероприятие чӑннипех те ҫӳллӗ шайра йӗркеленӗ.
Уява Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, культура министрӗ Константин Яковлев, Тутарстанран килнӗ йӑхташӑмӑрсем тата ытти сумлӑ ҫын пуҫтарӑннӑ. Чӑваш халӑх поэзийӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине хисеплесе пуҫтарӑннисем хушшинче уйрӑмах хаклӑ хӑнасем: поэтӑн мӑшӑрӗ, СССР халӑх артистки Вера Кузьмина тата ҫӑлтӑр-мӑшӑрӑн ывӑлӗ, литература критикӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Атнер Хусанкай — пулнӑ.
Уяв мӗнле иртни чылайӑшне килӗшнӗ. «Тахҫанах кун пек савӑнманччӗ. Тӗлӗнмелле чаплӑ уяв! Ҫутӑ, таса, ырӑ! Тата — чи пахи — пӗтӗмпех чӑвашла! Кун пекки тахҫанах пулманччӗ! Михаил Игнатьев та чӑвашла ҫеҫ калаҫрӗ», — савӑнӑҫне пытарман Валерий Туркай сӑвӑҫ.