Ҫӗрпӳ кӗперне пӗлтӗр туса пӗтереймессине хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ. Аса илтеретпӗр, Упрдор Сарӑтури «Волгомост» ячӗпе килӗшӗве пӑрахӑҫлама ыйтса янӑ тавӑҫа республикӑн Арбитраж сучӗ тивӗҫтернӗччӗ, заказчик валли 116 миллион та 424 пин тенкӗ шыраса илме йышӑннӑччӗ.
Анчах «Волгомост» кун пек йышӑнупа килӗшмен. Вӑл Улатимӗрти пӗрремӗш Арбитраж судне аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Ҫӑхава малтан пӑхса тухман, мӗншӗн тесен ӑна тӗрӗс мар хатӗрленӗ. Кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ӑна производствӑна илнӗ. Аппеляци ҫӑхавне нарӑсӑн 27-мӗшӗнче пӑхса тухмалла. Суд пынӑ вӑхӑтра Ҫул-йӗр управленийӗ (вӑл — ӗҫӗн заказчикӗ) ҫӗнӗ подряд организацине шыраймӗ, апла пулсан кӗпер хута ярас вӑхӑт тӑсӑлса каяссине тӗшмӗртме йывӑр мар.
Ҫӗрпӳри кӗпере 2015 ҫулта аран-аран хута янӑччӗ. Кайран тепӗр пайне тума тытӑннӑччӗ. Кӗпер патне пымаллине Сарӑтури «Волгомост» тумалла пулнӑ. Вӑл вара утӑн 19-мӗшӗнче панкрута тухнӑ.