Шупашкарти строительство материалӗсен савучӗ Шупашкарти Ишлей проездӗнчи, М-7 федераци пӗлтерӗшлӗ автоҫул ҫывӑхӗнчи ҫӗре куҫ хывнӑ. Тӗллевне пурнӑҫа кӗртес тесе вӑл Чӑваш Енӗн инвестици климачӗн канашне сӗнӳпе тухнӑ.
Ыйтупа тухаканни — «Рециклинг» текен тулли мар яваплӑ общество. Ӗҫлӗ хутсенче вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, строительство хуҫалӑхӗсенче юлакан чул ванчӑкӗсене тирпейлесшӗн имӗш. Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче регистрациленнӗ общество маларах асӑннӑ савутпа хӑш енчен ҫыхӑннӑ тесе тӗлӗнекенсене пӗлтерер: «Рециклинг» пурлӑхӗн 83 проценчӗ — «Чувашская топливная компания» предприятин. Юлашкинчен асӑнни вара эпир маларах асӑннӑ савутӑн иккен. Тулли мар яваплӑ обществӑн 17 процент пурлӑхне Герасимовсем (ку вӑл савут директорӗн ҫемйи пулать) тытса тӑнине Александр Иванов журналист «Правда ПФО» интернет-хаҫатра хыпарланӑ.
М-7 ҫул ҫывӑхӗнчи лаптӑка «Рециклинг» общество ҫав трассӑна юсаса ҫӗнетме тытӑнсан хаклӑ хакпа ярӑнтарассишӗн илме шутланӑ тесе тӗшмӗртеҫҫӗ. Шупашкарти Константин Иванов урамӗнче вырнаҫнӑ савут вырӑнӗнче вара ҫурт-йӗр хӑпартасшӑн, ун валли вырӑн пушатасшӑн.
Республикӑри тата Шупашкарти тӳре-шара «Рецеклинга» Ишлей ҫулӗ ҫывӑхӗнчи ҫӗре пама килӗшмен.