Акан 18-мӗшӗнче Тутарстан Президенчӗ Рустам Нургалиевич Минниханов Хушу кӑларса Чӑваш халӑх поэтне Валерий Туркая Тутарстан культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне парса чысланӑ.
Чӑваш халӑх сайчӗ пултаруллӑ сӑвӑҫа саламлать, пултарулӑх анинче малашне те тӑрӑшуллӑ ӗҫлеме сӗнет!
Сӑмах май, ыран, акан 29-мӗшӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче поэт 50 ҫул тултарнӑ ятпа пултарулӑх каҫӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Валерий Владимирович Туркай 1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти вӑтам шкулта, Чӑваш патшалӑх университетенче, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи А.В.Луначарский ячӗллӗ театр аслӑ курсӗнче вӗреннӗ. Чӑваш писателӗсен союзӗн илемлӗ литературӑна пропагандӑлакан бюровӗнче, «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш Республикин Профессионал писательсен пӗрлӗхне ертсе пынӑ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыр кӑмӑллӑх фончӗн директорӗ. Унӑн паллӑрах кӗнекисем: «Ҫӑлкуҫ ҫути» (1989), «Шурӑ фарфор чашӑк» (1994), «Турӑ питӗнчи куҫҫуль» (1996), «Пурнатпӑр-ха» (1999), «Чунӑм манӑн, чунӑм...» (2003).
Айгиш // 2490.19.6438
2011.04.28 22:36 | |
Шанăçпи // 3895.20.0989
2011.05.03 14:48 | |
Саламлатпăр! Маттур! Чăвашсене те хиплеççĕ! Сывлăх. ăнăçÿ, телей1 |
Тӳммӳсене хыпаланса.
Ак кăкăру тинех шуралчĕ,..."