Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Йошкар-Олара вак халӑхсен чӗлхисене компьютерпа ҫыхӑнтарасси пирки калаҫрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 26.04.2011 21:34 | 2290 хут пӑхнӑ
Конференцире. Н. Плотников сӑнӗ
Конференцире. Н. Плотников сӑнӗ

Акан 25-мӗшпе 27-мӗшӗсенче Мари Элӗн тӗп хулинче, Йошкар Олара, тӗнче шайӗнчи «Вак халӑхсен чӗлхисем компьютер технологисенче: опыт, тӗллевӗсем тата малашлӑхӗ» («Языки меньшинств в компьютерных технологиях: опыт, задачи и перспективы») конференци иртет. Ӑна Европа Канашӗпе Европа пӗрлӗхӗ тата Раҫҫей Федерацин регионсен аталанӑвӗн министерстви пӗрле хатӗрленӗ «Раҫҫейри вак халӑхсем: чӗлхе, культура, МИХ тата гражданла общество аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ирттернӗ. Пулӑшакансен шутӗнче ҫавӑн пекех Мари Элӗн культура, пичет тата халӑхсен ӗҫӗн министерствине асӑнма пулать. Конференцие йӗркелекенсем: «Марий Эл Радио», Мари патшалӑх университечӗн финно-угрсене тӗпчекен институт, В.М. Васильев ячӗллӗ чӗлхен, литературӑн тата историн ӑслӑлӑхпа тӗпчев мари институчӗ.

Ӗнер конференцине хутшӑнакан хӑнасене йышӑннӑ пулсан, паян докладсен кунӗ пулчӗ. Халӑх тӗрлӗ тӑрӑхсенчен пухӑннӑччӗ — Эстонирен килнисем те пулчӗҫ, Якутирен ҫитнисем те. Шупашкартан конференцие Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп администраторӗ ҫитнӗччӗ — вӑл Hunspell хатӗр валли хатӗрленӗ словарь ҫинчен каласа пачӗ. Ытти докладҫӑсем хӑйсен тӑрӑхӗсенчи ӗҫ-пуҫпа паллаштарчӗҫ. Ытларах Википеди пӗлтерӗшӗ пирки, вырӑнти чӗлхен наци корпусӗ пирки калаҫрӗҫ.

Ыран ҫармӑс чӗлхи информаци технологине епле вырнаҫни пирки ҫавра сетел туса калаҫӗҫ.

#кӳршӗсенче, #конференцисем, #Мари Эл

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем