Шупашкарти троллейбуссенче Wi-Fi ҫыхӑнупа тӳлевсӗр усӑ курма май туса парасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ертсе пынипе ирттернӗ канашлура ку ыйтӑва та пӑхса тухнӑ. Мэр Шупашкарти троллейбус управленине троллейбусра ку ҫӗнӗлӗхе кӗртессине тишкерме сӗннӗ.
Ҫамрӑксем кӑна мар, аслӑрах ҫулхисем те тӗнче тетелӗнчен тухма пӗлменнине кура вай-фай ҫыхӑну актуаллине тавҫӑрма йывӑр мар.
Сӑмах май, ҫитес уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкарти троллейбус-автобусра тата маршрут таксийӗнче ҫул укҫи хакланӗ. Вай-фай ҫынсене троллейбуса илӗртмелли меслет тесен те йӑнӑш мар. Аса илтререр, троллейбусра хальхи 15 тенкӗ вырӑнне 17 тенкӗ, автобусра 16 тенкӗ вырӑнне 18 тенкӗ тӳлеме тытӑнӑпӑр. Маршрут таксипе те малашне 20 тенкӗпе илсе ҫӳремӗҫ — тепӗр 2 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивӗ.