Ҫитес уйӑхӑн 20-мӗшӗнчен Шупашкарта ҫул укҫи хакланать. Троллейбусра хальхи 15 тенкӗ вырӑнне 17 тенкӗ, автобусра 16 тенкӗ вырӑнне 18 тенкӗ тӳлеме тытӑнӑпӑр. Маршрут таксипе те малашне 20 тенкӗпе илсе ҫӳремӗҫ — тепӗр 2 тенкӗ ытларах кӑларса хума тивӗ.
Кӑмӑла пӑсакан ҫак хыпарпа пӗрлех ырри те пур. Транспорт картти туянмалла. Ӑна троллейбус е автобус валли уйрӑм та туянма пулать, иккӗшӗ валли харӑс та илме май пур. Вӑл хай 100 тенкӗ тенкӗ тӑрать. Картта ҫине укҫа хумалла та маршрутра унпа тӳлесе ҫӳремелле. Пӗр уйӑхра пӗтмесен укҫа тепӗр уйӑха юлать.
Карттӑпа тӳлесен троллейбусра 17 тенкӗ вырӑнне 13 тенкӗ илӗҫ, автобусра 18 тенкӗ вырӑнне — 14, маршрут таксийӗнче 22 тенкӗ вырӑнне — 18 тенкӗ. Тепӗр майлӑ каласан, транспорт картти 4-шер тенкӗ перекетлеттерӗ. 25 хут унта-кунта хутласан 100 тенкӗпе илни хӑйӗн хакне кӑларӗ.