Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Шупашкарти Ача-пӑча пултарулӑх керменӗнче пӗрремӗш технопарк уҫӑлнӑ. «Кванториум» технопарка шкул ачисем ҫӳрӗҫ.
Шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен инженерсем, ӑсчахсем пулма вӗрентӗҫ. «Кванториум» ача-пӑча технопарк ертӳҫи каланӑ тӑрӑх, ачасене ултӑ енпе вӗрентӗҫ: аэроквантум, робоквантум, ИТ-квантум, наноквантум, энерджиквантум, биоквантум. Ачасене ӑс памашкӑн икӗ пин ятарлӑ хатӗр-хӗтӗр туянӗҫ.
Технопарка уҫнӑ ҫӗре РФ вӗренӳ министрӗн ҫумӗ Вениамин Каганов, РФ Хӑрушсӑрлӑх канашӗ секретарӗн ҫумӗ Рашид Нургалиев, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов та хутшӑннӑ. Пухӑннӑ хӑнасене апат-ҫимӗҫ тасалӑхне лабораторире тӗпчесе кӑтартнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кунашкал технопарк нумай ачан ӗмӗтне пурнӑҫлама пулӑшнине палӑртнӑ.