Севастопольти наципе культура обществисен ассоциацийӗн (ертӳҫи — В.А. Мелодан), Севастопольти чӑвашсен наципе культура обществин тата Крымри чӑвашсен наципе культура автономийӗн пайташӗсем Крымри этнографи музейне йӗркеленӗренпе 25 ҫул ҫитнине халалланӑ уява хутшӑннӑ.
Крымри этнографи музейӗ Симферопольте вырнаҫнӑ. Музей фондӗнче халӗ 14 пине яхӑн экспонат упранать. Вӗсенчен самай пайне ҫурутрав ҫинче пурӑнакансем пырса панӑ. Уява «Собираем, храним, изучаем» (чӑв. Пуҫтаратпӑр, упратпӑр, тӗпчетпӗр) куравпа уҫнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Этнографи музейӗн чӗрӗк ӗмӗрне халалланӑ курава хутшӑннӑ чӑвашсем те музей пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ. Сӑмах май, юбилей ҫулталӑкӗнче музейра ытти мероприяти те иртмелле.