Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Юррӑм пултӑр парне»

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.04.2011 17:19 | 1831 хут пӑхнӑ
Юбилей каҫӗнче
Юбилей каҫӗнче

Ҫак ятпа акан 13-мӗшӗнче Красноармейски районӗн халӑх пултарулӑхӗн ҫуртӗнче хӑй тӗллӗн вӗреннӗ композиторӑн Валентина Рудникован юбилей каҫӗ иртрӗ. Ку вӑл ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ.

Валентина Васильевна районти Ҫӗнӗ Выҫҫӑлккӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, халӗ Красноармейскинче пурӑнать. Хӑй вӑхӑтӗнче педагогика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ, вӗрентес ӗҫре тӑрӑшнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухсан хӑйӗн талантне аталантарас енӗпе малалла ӗҫленӗ — пултарулӑх лаҫҫинче ырми-канми тӑрӑшать: сӑвӑсем ҫырать, юрӑсем кӗвӗлет, тӗрлӗ статьясем пичетлет. Ку таранччен 12 кӗнеке ҫутта кӑларнӑ. Ҫавӑнпа пӗрлех ветерансен хорне ҫӳрет. Юрӑ-кӗвӗ ӑсти пулнӑ май, смотрсемпе фестивальсене хутшӑнать, шкулсемпе библиотекӑсенче вулакансемпе тӗл пулусем ирттерет.

Юбилей каҫӗнчи концерта пӗтӗмпех В. Рудникова кӗвӗленӗ юрӑсенчен йӗркеленӗ. Вӗсене районти ветерансен хорӗпе «Трак ен» музыкӑпа фольклор ушкӑнӗ, уйрӑм юрӑҫсем шӑрантарчӗҫ. Унӑн сӑввисем те янӑрарӗҫ уявра. Вӗсене хӑй тата ыттисем вуларӗҫ.

Юбиляра район администрацийӗн культура, спорт, ҫамрӑксен политикин пайӗн пуҫлӑхӗ А.Н. Лебедев район администрацийӗн хисеп грамотипе наградӑларӗ. «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн тӗп редакторӗ И.А. Прокопьев хаҫатӑн активлӑ обществӑлла корреспондентне хисеп хучӗпе тата парнепе чысларӗ. Районти Нестер Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумӗ Н.Г. Ершов Валентина Рудникова пӗрлӗхӗн пултаруллӑ хастарӗ пулнине палӑртрӗ, кӗнекесем парнелерӗ. Тӑванӗсем, юлташӗсем саламларӗҫ.

Уяв мӗн пур пултарулӑх ушкӑнӗсем юбилярӑн «Ӑсатса яр, тӑван» юррине мӑнаҫлӑн юрланипе вӗҫленчӗ.

Валентина Рудникова хӑйне ҫапла хакласа чыс тунӑшӑн пурне те чӗререн тав турӗ.

#Красноармейски районӗ, #юбилейсем, #Ҫӗнӗ Выҫҫӑлкӑ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем