Раштав уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче кинотеатр тата культура ҫурчӗ уҫӑлнӑ. Халӗ ҫӗрпӳсем пахалӑхлӑ кино курма пултарӗҫ. Сасси те лайӑх пулӗ.
«Асам» кинозал культура аталанӑвӗн центрӗнче уҫӑлнӑ. Кинозалта юсав ӗҫӗсем ирттернӗ, ҫемҫе креслӑсем лартнӑ. Ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн 5 миллион тенке яхӑн тӑкакланӑ. Укҫа-тенке Кино фончӗ уйӑрнӑ. Фонд 100 пин ытла ҫын пурӑнман пӗчӗк хуласенче кинозалсене ҫӗнетмешкӗн укҫа уйӑрать.
Кинозала чи малтан шкул ачисем килнӗ. Вӗсем Раҫҫейре ӳкернӗ «Снежная королева 3: Огонь и лед» фильм пӑхнӑ. Ял ҫыннисемшӗн тата районшӑн ку тахҫантанпах кӗтнӗ пулӑм.