Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.0 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Авиакатастрофӑра вилнисен ҫемйисене укҫа парӗҫ

Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
Пулӑшу (Услуги) Корпуслӑ сетел-пукан ӑсталакана шыратӑп.
Сутатӑп М7 трасса çумĕнчи Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă автосервис пулнă çурта сутатăп (450 тăваткал метр)
Софья Савнеш 29.12.2016 15:37 | 97 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

ТУ-154 самолет Хура тинӗсе ӳкни пирки, унта чӑваш каччи Максим Иванов пулни ҫинчен хыпарланӑччӗ.

Ӗнер ҫакӑ паллӑ пулнӑ: Александров ячӗллӗ ансамбль ҫемйисене 1 миллион тенкӗ парӗҫ. Ку укҫана Социаллӑ страхлав фончӗ уйӑрӗ.

Самолетра пулнӑ ҫынсен ҫемйисене, Сывлӑш кодексӗпе килӗшӳллӗн, 2 миллион тенкӗ парӗҫ.

Социаллӑ страхлав фончӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетра пулнӑ 92 ҫынран 72-шӗ хӑйсене страхланӑ. Страхлав укҫине арӑмӗ е упӑшки, ҫул ҫитмен ачисем илме пултарӗҫ.

Аса илтерер: Максим Иванов Пушкӑртстанра ҫуралнӑ чӑваш, арӑмӗ Чӑваш Енри Шупашкар районӗнчи Шупашкаркассинчен.

#Шупашкаркасси, #Пушкӑртстан, #Раҫҫейре, #самолетсем, #Шупашкар районӗ, #укҫа-тенкӗ, #пулӑшу

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/38955
 

Orphus

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru