Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.8 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫур ҫӗр варринчи хӗвел» кӗнекене халалланӑ поэзи каҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Н. Плотников 06.04.2011 16:45 | 1936 хут пӑхнӑ

Ӗнер, акан 5-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пултаруллӑ сӑвӑҫа, тележурналиста Марина Карягинӑна тата унӑн «Ҫур ҫӗр варринчи хӗвел» кӗнекене халалланӑ поэзи каҫӗ иртрӗ.

Марина Карягина пултарулӑхне тишкерекенсем чылай пулчӗҫ, хальхи вӑхӑтра литература тӗпчевӗнче вӑй хуракансем пурте тенӗ пекех тухса сӑмах каларӗҫ: Виталий Станьял, Вера Яковлева, Юрий Артемьев, Юрий Яковлев, Вера Никифорова тата ыттисем. «Ҫур ҫӗр варринчи хӗвел» ятлӑ сӑвӑсемпе поэмӑсен кӗнекине хак панисӗр пуҫне «Кӗмӗл тумлӑ ҫара» та асӑнмасӑр хӑвармарӗҫ — Виталий Родионов профессор пьесӑпа спектакле тишкерсе тухрӗ.

Мероприятие пухӑннисем умӗнче Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗсем «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» пьесӑри сценкӑна выляса пани Виталий Григорьевич сӑмахне уҫӑмлатма май пачӗ. Пултаруллӑ сӑвӑҫӑн хайлавӗсем сцена ҫинче тата та пулчӗҫ. Оперӑпа балет театрӗн солистки Валентина Смирнова Марина Карягинӑн сӑввисене тӗпе хурса кӗвӗленӗ юрӑсемпе мероприятие пухӑннисен кӑмӑлӗсене тыткӑнларӗ.

#поэзи каҫӗсем, #ЧПГӐИ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем