Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.1 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ҫемье дуэчӗсен ярмӑркки иртнӗ

Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
Пулӑшу (Услуги) Корпуслӑ сетел-пукан ӑсталакана шыратӑп.
Сутатӑп М7 трасса çумĕнчи Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă автосервис пулнă çурта сутатăп (450 тăваткал метр)
Галина Никитина 25.12.2016 12:43 | 51 хут пӑхнӑ
Культура
Ҫемье дуэчӗсен конкурсӗнче палӑрнисем
Ҫемье дуэчӗсен конкурсӗнче палӑрнисем

Улатӑр районӗнчи Октябрьскинчи Культура ҫуртӗнче «Ярмарка семейных талантов» (чӑв. Ҫемье пултарулӑхӗн ярмӑркки) районти IX смотр-конкурс иртнӗ. Ӑна район администрацийӗн культура, наци хушшинчи хутшӑнусен тата архив ӗҫӗн пайӗ йӗркеленӗ.

Конкурса Атрать, Ҫӗнӗ Эйпеҫ, Кивӗ Эйпеҫ, Иваньково-Ленино, Суйкӑн, Алтышево ялӗсенчи, Киря тата Алтышево поселокӗсенчи ҫемье дуэчӗсем хутшӑннӑ. Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халалланӑ ӑмӑртӑва хутшӑннисем малтан вӗсем хамӑр ҫӗршыври фильмсенчи юрӑсене юрланӑ, кайран тӑван чӗлхепе шӑрантарнӑ.

Пӗрремӗш вырӑна Суйкӑнти Юдинсем тухнӑ, иккӗмӗшне – Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсем тата Ҫӗнӗ Эйпеҫри Сатривановсем, виҫҫӗмӗшне — Иваньково-Ленинӑри Кирьяновсем. Вӗсене асӑнмалӑх парнепе чысланӑ.

#Октябрьски, #Алтышево, #Суйкӑн, #Киря, #Иваньково-Ленино, #Атрать, #Кивӗҫ Эйпеҫ, #Ҫӗнӗ Эйпеҫ, #ачасем, #культура, #Улатӑр районӗ, #конкурссем, #кино ҫулталӑкӗ

 

Orphus

Радио (20.02.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
06:30
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Чалт кăна (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Чалт кăна (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru