Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Леонид Волков Путин патне тепӗр хут ҫырнӑ

Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Сутатӑп Аш е пулӑ тӗтӗмлемелли хатӗр сутатӑп. Тутӑхман тимӗртен тунӑ. Ҫӳллӗшӗ — 45 см., ...
Таисия Ташней 21.12.2016 18:47 | 247 хут пӑхнӑ
Персона
Леонид Волков экс-полпред
Леонид Волков экс-полпред

Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ҫӗршыв ертӳҫи патне черетлӗ, виҫҫӗмӗш, ҫыру ӑсатнӑ. 15 страницӑран тӑраканскерте «ӑссӑрла» самантсене палӑртса хӑварнӑ.

Аса илтеретпӗр, Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Леонид Волкова саккуна пӑсса 2 миллион тенкӗ преми илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӗр вӑхӑтра ӑна килтен тухмалла мар тунӑччӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Леонид Волков майлӑ йышӑну тунӑ. Следстви унӑн арестне тӑсма ыйтса тавӑҫ тӑратнине тӳре тивӗҫтермен.

Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче черетлӗ хутчен пулӑшу ыйтнӑччӗ. Маларах вӑл Президент патне юпа уйӑхӗнче ҫырнӑччӗ.

Хальхи ҫырура Леонид Волков, сӑмахран, Мускаври обществӑпа культура мероприятийӗсене ирттерме тӑкакланине растрата тенипе килӗшесшӗн мар. Ҫырура, тӗслӗхрен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче культура центрӗ уҫма 10 пин янӑ, Андрей Эшпая саламлама 5 пин, Геннадий Айхин юбилей каҫне ирттерме 4 пин, К. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине асӑнса уяв ирттерме 5 пин тенкӗ уйӑрнине тата ытти ҫавӑн йышшине пустуй тӑкак евӗр хакланине ҫырура «абсурд» (чӑв. ӑссӑрлӑх) тесе палӑртнӑ. Леонид Волков 4 ҫул полпредра ӗҫленӗ вӑхӑтра уйӑхсерен вӑтамран икшер мероприяти ирттернине, вӗсене йӗркелеме вӑтамран 2-шер пин тенкӗ тухса кайнине пӗлтернӗ.

#ӗҫ вырӑнӗсем, #Президент, #ҫырусем, #сӗтев, #Шупашкар, #судсем, #укҫа-тенкӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__http://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Радио (29.03.2017)

20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Юрă вăчăри (12+)
21:20
 
Республика сасси (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | МИХ пек регистрациленӗ свидетельство номерӗ: ЭЛ № ФС 77 - 68592.
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org