Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 0.0 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Шупашкарта та «Код сехетне» хутшӑнчӗҫ

Сутатӑп Керамблок сутатӑп. 20х20х40 хакӗ — 31 тенкӗ. Илсе ҫитеретпӗр.
Сутатӑп Шупашкартан М7 трасса çумĕнчен 30 çухрăмра Ярапайкасси тăрăхĕнче кирпĕрен купаланă çурт, хуçалăх тата 250 тăваткал метр усă курмалли çĕр сутатăп. Çĕр çинче улма-йывăç та лартнă. Çумра шкул, ФАП, ача пахчи, 4 суту лаввки тата культура çурчĕ. Çурта газпа тата шывпа тивĕçтернĕ. Сăнÿкерчĕксем: - https://87.img.avito.st/640x480/3351693387.jpg - https://87.img.avito.st/640x480/3351693787.jpg - https://38.img.avito.st/640x480/3351693738.jpg
Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
ninelleo 13.12.2016 11:05 | 138 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ

Республикӑри шкулсем пӗтӗм Раҫҫейре иртекен «Код сехечӗ» акцие хутшӑнчӗҫ. Кашни вӗренӳ учрежденийӗнче ятарлӑ информатика урокӗсем иртрӗҫ. Ачасене компьютер валли программӑсем ҫырма вӗрентрӗҫ.

Ку вӑййа ятарласа ӑс-тӑна аталантарма шутласа кӑларнӑ. Шкул ачисем компьютер программисемпе ӗҫлеме хӑнӑхаҫҫӗ. Лев Батьков 1-мӗш гимназире вӗренекен кун пек вӑйӑсем ҫивӗчлӗхпе тавҫӑрулӑха аталантарни ҫинчен калать.

— Йывӑрлӑхсем пур, — тет вӑл, — ҫавах та вӗсене ҫӗнтерме пулать. Вӑхӑтра программӑна тӗрӗслесе малалла куҫмалла ҫеҫ.

— Ку хӑйне евӗрлӗ ҫӗнӗлӗх, — тет шкул директорӗн вӗренӳпе воспитани енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Татьяна Владимировна Кирий. — Ачасем  тренажера вӑйӑ вырӑнне хурса, кӑсӑкланса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем кристалл ҫутатнине, хӗҫпе корона тухнине кураҫҫӗ, мул шыраҫҫӗ. Вӗренекенсен вӑйӑ азарчӗ ҫуралать.

Пирӗн ҫӗршывра ку акци виҫҫӗмӗш хут иртет. Ытти ҫулпа танлаштарсан кӑҫалхи хӑнӑхтарусене урӑхла йӗркеленӗ, кӗҫӗн классем валли ҫӑмӑллатнӑ, аслисем валли вара кӑткӑслатнӑ. Шкул ачисем программӑсем ҫырса та хӑйсен вӑйне тӗрӗслеме пултараҫҫӗ.

— Ку акци чи малтан пӗтӗм тӗнчере аталанакан информаци технологийӗсене пурне те ӑнланмалла тума, вӗренекенсене хамӑр ҫӗршыври технологисене аталантармалли ҫинчен пӗлтерме кирлӗ, — тет Чӑваш Республикин Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерствинче ӗҫлекен Информаци технологийӗсен центрӗн пуҫлӑхӗ Михаил Анисимов. — Акци ачасене пулас профессие суйлама та пулӑшать.

Акцие йӗркелекенсем каланӑ тӑрӑх: вӑййа хутшӑнакан шкул ачисен йышӗ ҫулсерен ӳссе пырать. Кӑҫал унта Раҫҫӗйӗпе пурӗ 10 миллиона яхӑн вӗренекен хутшӑнмалла. Компьютер валли программа хатӗрлекенсен тӗнчине пурте ҫитме пултараҫҫӗ. Кун валли «часкода.рф» сайтра регистрациленмелле анчах.

#1-мӗш гимнази, #вӗренӳ, #Шупашкар, #шкулсем, #акцисем, #Раҫҫейре

 

Orphus

Радио (24.02.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Юрă вăчăри (12+)
06:30
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Юрă вăчăри (12+)
08:00
 
Юрă вăчăри (12+)
08:20
 
Чун тасалăхĕ (12+)
09:00
 
Юрă вăчăри (12+)
10:00
 
Юрă вăчăри (12+)
10:20
 
Наследие (12+)
11:00
 
Пĕччен мар (12+)
12:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
13:00
 
Чĕререн тухакан сăмахсем (12+)
14:00
 
Юрă вăчăри (12+)
15:00
 
Пачăшкă сăмахĕ (12+)
16:00
 
Юрă вăчăри (12+)
17:00
 
Юрă вăчăри (12+)
17:20
 
Кулăш лаççи (12+)
18:00
 
Юрă вăчăри (12+)
18:20
 
Ялтан яла (12+)
19:00
 
Юрă вăчăри (12+)
20:00
 
Каçхи микс (12+)
21:00
 
Каçхи микс (12+)
22:00
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru