Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.4 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Депутата ирӗксӗр ӗҫлеттерессине хирӗҫлесе суда ҫитнӗ

Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
Пулӑшу (Услуги) Корпуслӑ сетел-пукан ӑсталакана шыратӑп.
Сутатӑп М7 трасса çумĕнчи Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă автосервис пулнă çурта сутатăп (450 тăваткал метр)
Вика Сорокина 09.12.2016 09:33 | 150 хут пӑхнӑ
Политика
«Правда ПФО» интернет-хаҫат коллажӗ
«Правда ПФО» интернет-хаҫат коллажӗ

Ҫак уйӑхӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче парламент укҫа илсе тӑракан должноҫсене кама лартассине татса пачӗ. Аса илтеретпӗр, ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗн пуканне «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин пайташне Александр Федотова шанчӗҫ. Григорий Данилов ятлӑ коммуниста социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитетра пуҫлӑх ҫумӗн тилхепи лекрӗ. Сергей Белобаев либерал-демократа патшалӑх строительстви енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартрӗҫ.

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташне Сергей Семенова хӑй хирӗҫ пулнине, хӑй вырӑнне пӗр партире тӑракан Игорь Молякова суйлама ыйтнине тата сессине пыманнине пӑхмасӑрах экономика енӗпе ӗҫлекен комитетра ертӳҫӗн ҫумне суйларӗҫ. Ҫак утӑма Игорь Моляков патшалӑх политики енӗпе ӗҫлекен комитет пайташӗ пулнипе, экономика политикин комитетӗнче тӑманнипе ҫыхӑнтарчӗҫ.

Ҫапла тунипе килӗшмесӗр ӗнер, раштавӑн 8-мӗшӗнче, Шупашкарти Ленин район судне тавӑҫ ҫитнӗ. ЧР Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Игорь Михайлов шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫынна хӑй хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах суйлани саккуна пӑсни пулать.

#политика, #МИХсем, #депутатсем, #судсем, #сесси, #Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей

 

Orphus

Радио (20.02.2017)

23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru