Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче пирӗн республикӑра «Здоровье женщины: от зачатия до глубокой старости» (чӑв. Хӗрарӑм сывлӑхӗ: ача ӳтленнинчен пуҫласа сӗм ватӑличчен) регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференци ӗҫленӗ. Ӑна уҫнӑ ҫӗре Михаил Игнатьев Элтеперпе унӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна хутшӑннӑ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи: «Ҫирӗп ҫемье — патшалӑх тӗрекӗ. Пирӗн ачасене пысӑк тавракурӑмлӑ пулма хӑнӑхтарса вӗрентсе пымалла. Тӑван ҫӗршыва, аслисене, атте-аннене, тус-юлташсене хисеплеме вӗретмелле. Пурнӑҫра тӗрӗс ҫул-йӗр шыраса тупма кирлӗ условисем йӗркелесе памалла», — тенӗ. Чӑваш Енре аталанса пыма сахал мар услови йӗркеленине палӑртнӑ май Михаил Васильевич ҫак шухӑша та асӑнса хӑварнӑ: «Эпир ҫынна инвестици хыватпӑр. Пирӗн пуласлӑх — ҫамрӑксенче».
Конференцие пухӑннисене ҫӗршыври паллӑ акушер-гинеколог, РФ наукӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Лейла Адамян хутшӑннӑ.