Шупашкарти 53 ҫулти хӗрарӑмӑн тӗнче тетелӗнчи юратӑвӗ 400 пине ларнӑ. Халӑх сетӗнче ҫавскер хӑйне «Америкӑн Сиринчи сӑнавҫи» тесе паллаштарнӑ ҫынпа унӑн юрату пуҫланса кайнӑ.
Электрон пуштӑпа ҫыру ҫӳретнӑ вӑхӑтра арҫын АПШ ҫынни пулнине, унӑн 16 ҫулти хӗрӗ Англинче пурӑннине ӗнентернӗ. «Ҫар ҫынни» служба вӗҫленсен хӗрарӑмпа пӗрлешес шухӑшлине каланӑ. Пӗр уйӑх ҫыру ҫӳретнӗ хыҫҫӑн арҫын отставкӑна каяс, Раҫҫее пурӑнма куҫас шут тытнине пӗлтернӗ. Анчах малтан Англинчи банкра счет уҫмалла. Ку енпе пулӑшма Шупашкар хӗрарӑмне ыйтнӑ. Хӗрарӑм 97 пин тенкӗ кредит илсе тата хӑйӗн 10 пин тенкине хушса счет уҫнӑ. Унтан хайхи арҫын счет ҫине 2 700 000 доллар хунине, вӑл укҫапа хӗрарӑм хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарнине пӗлтернӗ. Анчах Сиринчен Мускава килме билет туянса пама ыйтнӑ. Хӗрарӑм тата кредит илнӗ, пӗрле ӗҫлекенӗнчен 50 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Укҫана счет ҫине куҫарнӑ.
Хӑйне шӑнман пӑрпа лартса янине ӑнланнӑ, 400 пинсӗр юлнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑм йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.