Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче 71-мӗш ҫулта Козлов Михаил Алексеевич профессор вӑхатсӑр ҫӗре кӗнӗ.
Михаил Алексеевич 1936 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ. Ачаранпах вӑл ҫутҫанталӑкпа кӑсӑкланма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та 1955 ҫулта шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн биологипе хими факультетне веренме кӗнӗ. Пӗрремӗш курсра вӗреннӗ чухнех вӑл И.М. Олигер ертсе пынипе энтомологи тӗпчевӗсемпе ӗҫлеме пуҫланӑ. 1959 ҫулта ӑна Ленинград университечӗн биологипе тӑпра факультетне куҫарнӑ. Вӑл университета вӑл 1961 ҫулта лайӑх вӗренсе пӗтернӗ.
Хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл биологи пӗлӗвне сарассипе нумай ӗҫленӗ. Унӑн кӗнекисем тӑрӑх нумай вӗренекен вӗреннӗ, "Соты жизни" (1976), "Кольцо жизни" (1980), "Не просто букашки" (1991) кӗнекисемпе темиҫе ӑру вӗреннӗ. Илемлӗ кенекесем те ҫырнӑ, вӗсен шутӗнче «Кашни утӑмрах тӗлӗнтермӗш» (1989), «Пингвин ҫулҫӳревҫӗ» (1991), «Тупсӑмне тупасшӑн» (1993) кӗнекесем.
