Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: ЧАП 20 ҫул тултарнине палӑртрӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языкеLa novaĵo povas ankaŭ legi en Esperanto
Аçтахар Плотников 12.03.2011 21:27 | 3927 хут пӑхнӑ

Паян, пушӑн 12-мӗшӗнче, Шупашкарти Вырӑс драма театрӗнче Чӑваш аталану партине (ЧАП) йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине палӑртрӗҫ.

Чи малтанах Лукианов Николай Егорович ЧАП епле йӗркеленни ҫинчен, вӑл вӑхӑт пирки каласа пачӗ. Ыттисем те хӑйсен сӑмахне тухса каларӗҫ, ЧАП хӑй вӑхӑтӗнче тарӑн йӗр хӑварни пирки пӗлтерчӗҫ. Хӑнасен хушшинче федераци шайӗнче пӗрлехи парти йӗркелесси пирки те сӑмах пулчӗ.

ЧАП йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине чӑвашла ирттерчӗҫ. Ытти тӑрӑхсенчен килнисен сӑмахӗсене Илле Иванов чӑвашла куҫарса пычӗ. Николай Егорович та вӗҫӗнчи сӑмаха чӑвашла каларӗ, хӑнасене ӑнланмалла пултӑр тесе ҫеҫ ун сӑмахӗсене Олег Цыпленков вырӑсла куҫарса пычӗ.

Мероприятие пухӑннисен умӗнче «Аsамат» эстрада ушкӑнӗ, «Шуҫӑм» фольклор ушкӑнӗ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем, Вера Кузьминична Кузьмина, Надежда Кириллова хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса савӑнтарчӗҫ.

 

Пӗлме: ЧАП партине йӗркелекенсем хушшинче хӑй вӑхӑтӗнче Валерий Туркай, Атнер Петрович Хусанкай, Краснов Петр Степанович, Лукианов Н.Е. пулнӑ. 1991 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗнче партин учредительлӗ конференцийӗ иртнӗ — унта ун уставне ҫирӗплетнӗ.

Каласа хӑварас пулать, Атӑл-Урал тарӑхӗнчи халӑхсен унашкал парти, халӑх интересӗсене хӳтӗлеме никӗсленӗскер, пулман. ЧАП демократиллӗ ҫула суйласа илнӗ пулнӑ, коммунистсен партипе ҫыхӑну тытма килӗшмен.

ЧАП хӑйӗн кун-ҫулне 1999 ҫулхи раштавӑн 23-мӗшӗнче вӗҫленӗ — вӑл кун Шупашкарти Мускав район сучӗ ӑна пӗтерме йышӑннӑ.

 

Сӑнсем: 1 пай (тулли, 87 сӑн), 2 пай (тӗп сӑнсем, 24 сӑн)

#Шупашкар, #Вырӑс драма театрӗ, #юбилейсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем