«Ӑрӑмлӑ сӑмахлӑх кашни халӑхӑнах пур. Чӑвашсен вӑл вӑйлӑ аталаннӑ. Ӑрӑмлӑх йӑлара, ӗҫре, вӑйӑра, ӗҫкӗ-ҫикӗре авалхи йӗркесене тытса пынипе — пӗтевсем, эрешсем ҫакнипе, пӑсни-сыватнипе, ӗҫни-ҫинипе, ҫӑвӑнни-шӑлӑннипе, сӗрни-тӗтӗрнипе, ака-суха, выльӑх-чӗрлӗх, суту-илӳ, ҫурт-йӗр ӗҫӗсемпе ҫыхӑннӑ», — пӗлтерет хӑйӗн статьинче Виталий Станьял.
Чӑваш халӑх сайчӗ «Пилсемпе кӗлӗсем» кӗнекен электронлӑ вариантне уйрӑм сайт пек хатӗрлесе ҫитерчӗ. Унӑн адресӗ — kele.chuvash.org. Ҫӗнӗ сайтра эсир чӑвашсен ӑрӑмлӑ сӑмахӗсемпе паллашма пултаратӑр — чӳк кӗллисемпе, пилсемпе, йӑла йӗркисемпе тата ыттисемпе. Сайта хатӗрлес ӗҫе хутшӑнакансем унти информаципе усӑ курса эсир туйра та пулин хамӑр халӑхӑн ӑс-хакӑлӗпе туллин усӑ курасса шанаҫҫӗ.
Сайта кӗнекери пекех пайсем тӑрӑх йӗркеленӗ, кирлӗ пил сӑмахӗсене е чӳк кӗллисене хӑвӑрт кӑна тупма пулать. Унсӑр пуҫне сайтра шырав та йӗркеленӗ.