Ҫӗркаҫ Шупашкарти аэропортра чарӑнмалли полосаран самолет тухса кайнӑ. Пӑтӑрмахӗ «Победа» авиакомпанин самолечӗпе пулса иртнӗ. Бортри 184 ҫынтан, телее, пӗри те шар курман.
Самолет полосаран тухса кайнинче диспетчерсен е летчиксен айӑпӗ ҫук. Уншӑн ҫанталӑк айӑплӑ теме пулать — ӗнер ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр калама ҫук пӑрланса ларчӗ. Ҫапах та паян Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ ку пӑтӑрмаха республикӑн транспорт министрӗпе Михаил Резниковпа сӳтсе явнӑ чух аэропорт ӗҫлесе ҫитерейменнине палӑртнӑ. Вӑхӑтра реагентпа сапнӑ пулсан кӑлтӑк сиксе тухмӗччӗ.
«ЮТэйр» компанин кӑштахран Шупашкара ҫитмелли самолетне вара Хусана янӑ — Шупашкара килекен пассажирсене ҫапла вара кӳршӗлле регионта антарнӑ.
Пӑтӑрмаха тӗрӗслеме ятарлӑ комисси йӗркеленӗ.