Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш хӗрӗсем патшалӑх чӗлхисен олимпиадинче палӑрнӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 10.11.2016 21:36 | 1795 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Чӳк уйӑхӗн 2-4-мӗшӗсенче Мускавра шкул ачисемпе студентсен хушшинче патшалӑх чӗлхисемпе иртнӗ олимпиадӑн пӗтӗмлетӳ тапхӑрӗ пулнӑ. Регионти тапхӑр Раҫҫейри регионсенче юпан 1–15-мӗшӗсенче иртнӗ. Ун чухне ҫамрӑксем наци чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине кӑтартнӑ, текстпа ӗҫленӗ, чӗлхе саккунӗсене тишкернӗ. Унта 6,5 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.

Мускавра иртнӗ тапхӑра 138 ҫамрӑк хутшӑннӑ. Вӗсем — 17 регион ҫӗнтерӳҫисем. Пирӗн республика чысне Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав поселокӗнчи Екатерина Павлова, Комсомольски районӗнчи Нӗркеҫри Анастасия Белкина, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ студенчӗсем Мария Самделова, Константин Григорьев, Татьяна Мартышкина, Ирина Сурская хӳтӗлӗнӗ.

Олимпиадӑна А.С.Пушкин ячӗллӗ Патшалӑх музейӗнче официаллӑ лару-тӑрура хупнӑ. Унтах ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен йышне 10 ҫамрӑк кӗнӗ. 50-шӗ — призерсем.

Анастасия Белкина ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫнӗ. Ӑна дипломпа, медальпе тата статуэткӑпа чысланӑ. Мария Самделова тата Ирина Сурская призерсен йышне кӗнӗ.

#олимпиадӑсем, #ЧПУ, #Комсомольски районӗ, #вӗренӳ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Сӑнав, #Нӗркӗҫ, #ҫитӗнӳсем, #Мускав, #чӑваш чӗлхи

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем