Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.0 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял хуҫалӑхӗ: Траксем комбайнерпа агронома чысланӑ

Пулӑшу (Услуги) Уйрӑм ҫын ҫурчӗсенче ӑшӑ тытӑмне хатӗрлетӗп. Сварка тата сантехника ӗҫӗсене тӑва...
Сутатӑп Ула пӑру ҫулталӑкрине сутатӑп.
Сутатӑп Аш е пулӑ тӗтӗмлемелли хатӗр сутатӑп. Тутӑхман тимӗртен тунӑ. Ҫӳллӗшӗ — 45 см., ...
Таисия Ташней 04.11.2016 08:44 | 186 хут пӑхнӑ
Ял хуҫалӑхӗ
Олег Васильев комбайнерпа Елена Николаева агроном
Олег Васильев комбайнерпа Елена Николаева агроном

Красноармейски районӗнче ӗнер чи пултаруллӑ, хӑвӑрт тата таса чунпа ӗҫлекен уй-хир ӗҫченӗсене палӑртнӑ. Районти Культура ҫурчӗн сцени ҫине чӗнсе кӑларсах вӗсене Хисеп хучӗпе тата чемпион лентипе чысланӑ.

«Жатва – 2016» (чӑв. Вырма — 2016) вырмари ӑмӑртура комбайнерсенчен «Таябинка» агрофирмӑри Олег Васильев палӑрнӑ. Ӳркенмен ҫӗр ӑсти «Полесье» комбайнпа 35,7 пин центнер тӗштырӑ вырса илнӗ. Ӑна «Чемпион Жатвы – 2016» (чӑв. Вырма — 2016 чемпионӗ) ят панӑ.

Вырмара хастар ӗҫленисенчен уй-хир ӗҫченӗсен тӑрӑшулӑхне те хакланӑ. Маларах асӑннӑ агрофирмӑри Елена Николаева тӗп агронома «Уй-хир ӗҫченӗ-чемпион — 2016» номинацире палӑртнӑ. Ҫак агроном кашни гектартан вӑтамран 27,6 центнер тырӑ туса илнӗ.

Каҫал тӑрӑхӗнчи ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен районти уявне республикӑри тӳре-шара та хутшӑннӑ.

#ял хуҫалӑхӗ, #Красноармейски, #Красноармейски районӗ, #уявсем, #чыславсем

 

Сӑнсем (77)