Чӑваш Енӗн халӑх ӳнерҫи Никита Сверчков ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисем республикӑра чылай пулчӗҫ. Ҫав шутра нарӑсӑн 25-мӗшӗнче иртнӗ «Чӑваш Енӗм» («Чувашия моя») концерта та асӑнма пулать — хӑйӗн пултарулӑхӗпе чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче Раҫҫей халӑх иртисчӗ Морис Яклашкин ертсе пыракан «Классика» капелла паллаштарчӗ. Капелла солисчӗсем чӑваш кӗвӗҫисем хывнӑ чи чаплӑ юрӑсене юрласа пачӗҫ — вӗсем чӑвашла та, вырӑсла та янрарӗҫ. Репертуарта Ф. Лукин, Т. Фандеев, А. Михайлов, Г. Хирпю, П. Фёдоров, Анисим Асламас, Н. Катранов тата ытти паллӑ композиторсен хайлавӗсем пулчӗҫ — вӗсем Никита Сверчков ӳкерчӗкӗсем хушшинче янрани чӑн та питӗ илемлӗччӗ.