Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.1 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Наркӑмӑшланнӑ ачасемшӗн директора хӑтарма пултараҫҫӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 31.10.2016 17:14 | 1485 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Шупашкарти 43-мӗш шкулта ачасем столовӑйри апатпа наркӑмӑшланнӑ, вӗсенчен хӑшӗсем пульницӑна лекнӗ факта республика правительствин ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Сывлӑх сыхлав министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, сиплев учрежденийӗсене 7 ачана вырттарнӑ, наркӑмӑшланнисене 20 тӗслех шута илнӗ.

Роспотребнадзор управленийӗн пуҫлӑхӗ Надежда Луговская шкулта самай кӑлтӑк асӑрханине пӗлтернӗ. Холодильник тата кирлӗ ытти оборудовани пур пулин те столовӑй ӗҫченӗсем апат-ҫимӗс хатӗрлессин тата упрассин йӗркине пӑснӑ. Тирпейленӗ чух та йӗркеллӗ тасатса ҫуман.

Вӗренӳ министрӗ Юрий Исаев шкулта тӗрӗслев ӗҫне тивӗҫлипе йӗркелеменнине палӑртнӑ. Ӳпкевӗ шкул ертӳҫине те, апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерекен «Кулинар плюс» ОООна та тивнӗ. Юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче шкула вӑхӑтлӑха хупнӑ, ачасене керкуннехи каникула янӑ.

Михаил Игнатьев Элтепер яваплисене явап тыттарма чӗнсе каланӑ, кирлех пулсан ӗҫрен хӑтарма та юрать.

#вӗренӳ, #шкулсем, #тӗрӗслевсем, #Шупашкар, #43-мӗш шкул, #Элтепер, #Роспотребнадзор, #Сывлӑх сыхлав министерстви

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем