Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Палля пичче — 80-ра!

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Эльвира Иванова 31.10.2016 12:35 | 1520 хут пӑхнӑ
Персона
Павел Федорова «Росгосстрахӑн» Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Алексей Пирожков саламлать. Геннадий Васильев тунӑ сӑн
Павел Федорова «Росгосстрахӑн» Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Алексей Пирожков саламлать. Геннадий Васильев тунӑ сӑн

Ҫак кунсенче Павел Александрович Федоров 80 ҫул тултарчӗ. Камччӗ-ха вӑл тесе пуҫӑра ан ҫӗмӗрӗр — унӑн тӗп «хоббийӗсене» асӑнсанах палласа илӗр. Вӑл республикӑри паллӑ коллекционер, кӑкӑр ҫине ҫакмалли паллӑсем, хула гербӗсем, сӑра кӗленчи ҫинчи этикеткӑсем, тӳме пухса пӗрре ҫеҫ мар курав йӗркеленӗ.

Сивӗрен те хӑраман — 20 ҫул ытла ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗркуннеччен Атӑлта шыва кӗнӗ, пӗрре ҫеҫ мар шартлама сивӗре те 50-шар витре сивӗ шывпа сапӑнса халӑха тӗлӗнтернӗ.

— Мана хам тӑван ялта ятран пӗлмеҫҫӗ те пулас, коллекционер е морж тесен, йытти-качки таран паллаҫҫӗ, — тет ветеран.

Инҫе ҫула чупма та ӳркенмен вӑл, Мускаври тата Улатимӗрти тӗнче шайӗнчи марафонсене хутшӑннӑ.

Урӑхла каласан, асилмелли чылай. Хӑй юбилейӗ ячӗпе вӑл Чӑваш наци вулавӑшӗнче сакӑр теҫеткелӗх пурнӑҫӑн ӗмӗрлӗх саманчӗсене сӑнлакан фотоӳкерчӗксен куравне йӗркеленӗ. Ӳркенми таврапӗлӳҫӗне, сившу кӗрешӳҫине саламлама унта тусӗсем йышлӑн пухӑннӑ: республикӑри ветерансен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумми Анатолий Внуков, Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи ветерансен кааншӗн ертӳҫин ҫумми Валентин Соловьев, филологи ӑслайӗсен кандидачӗсем Роза Ахтимирова-Петрова, Виталий Станьял, патшалӑх тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен профсоюзӗн республикӑри ертӳҫи пулнӑ Иван Анисимов, Маргарита Гурьева артистка тата ҫыравҫӑ, кӗрӳшӗ Юрий Бечин вӑйҫӑ тата юрӑҫӑ (Чулхула облаҫӗ), «Росгосстрахӑн» Чӑваш Енри филиалӗн ертӳҫи Алексей Пирожков тата ун умӗн ертӳҫӗре ӗҫленӗ Геннадий Васильев. Ара, Палля пичче нумай ҫул хушши ҫак перекетпе управлӑх тытӑмӗнче вӑй хунӑ-ҫке, фирма ҫитӗнӗвӗнче унӑн тӳпи пур.

Ҫак куравӑн тӗп пӗлтерӗшне куракансем тӗп-тӗрӗс уҫса пачӗҫ — ку вӑл ыттисем те хӑйсем ҫине ҫаврӑнса пӑхма туса панӑ тӗслӗх. Кашни кил-йышӑн, кашни хастарӑн кун-ҫул кӗнеки, сӑнсен пуххи, ҫитӗнӗвӗсен кӑтартӑвӗ пултӑрччӗ.

Тӑвай районӗнчи Тенеялӗнче ҫуралса ӳснӗ Палля пиччене ҫак тӗслӗх-куравшӑн тав тӑватпӑр. Хӑй ӗмӗтленнӗ пекех, 110 ҫула ҫитмелле пултӑр!

#куравсем, #юбилейсем, #ваттисем, #Тӑвай районӗ, #Тенеяль, #наци вулавӑшӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем