Нумай пулмасть ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем Наци вулавӑшӗнче И.Д. Тимофеев-Вутланӑн «Российская пыль в морщинах пирамид» кӗнеки тӑрӑх иртнӗ вулав конференцинче пулчӗҫ. Конференци И. Вутлан тухса калаҫнинчен пуҫланчӗ. 70 тултарнӑ ҫыравҫӑ Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнче нумай ҫул хушши куҫаруҫӑ, разведчик, елчӗ ӗҫӗсене пурнӑҫласа пурӑннӑ иккен. Кайран ҫыравҫӑ пулса тӑнӑ. Ҫавӑн пекех Чӑваш Республикин Азири тата Африкӑри халӑхсен Пӗрлешӗвӗн председателӗ Бассам Аль-Балауи доктор та тухса калаҫрӗ. Вӑл И.Вутлан кӗнекипе ҫыхӑнтарса Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫ ҫӗршывӗ ҫинчен сӑмах хускатрӗ. «63 ҫул хушшинче ҫак ҫӗршывсенче 11 ытла вӑрҫӑ-харҫӑ тухрӗ. Халӗ акӑ Египетра пӑлхава ҫӗкленнӗ халӑх, 30 ҫул ытла влаҫра ларса ҫӗр-шыва юхӑнтарнӑ Мубарак президента хирӗҫ тухнӑ вӗсем. Египет Раҫҫейпе кӳршӗллӗ пурӑнать. Ҫавӑнпа вӑрҫӑ нуши Раҫҫей ҫыннисене те шухӑшлаттармасӑр тӑма пултараймасть пуль тетӗп», — терӗ Бассам Аль-Балауи, пирӗн яш-кӗрӗме тӑван ҫӗршыва юратма чӗнсе каланӑ май. Малалла республикӑн тӗрлӗ аслӑ шкулӗсенче ӑс пухакан студентсем И. Вутлан романӗсенче хӑйсене мӗнле сӑнарсем тыткӑнлани пирки кӑсӑклӑ каласа пачӗҫ. Коференци ҫамрӑксене тарӑн шухӑша ячӗ, ҫӗршыв пуласлӑхӗ ырӑ пултӑр тесен паянах шухашламалли пирки тепӗр хут аса илтерчӗ.