Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 22.02.2011 11:39 | 2169 хут пӑхнӑ
Хӑтлаври самант. С. Журавлев сӑнӗ
Хӑтлаври самант. С. Журавлев сӑнӗ

Нарӑсӑн 17-мӗшӗнче, иртнӗ кӗҫнерникун, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче Ю.М. Артемьевӑн «Чӑн тӳпере ҫич ҫӑлтӑр» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ. Ку мероприятие ҫавӑн пекех литература тӗпчевҫи 70 ҫул тултарнине халалласа ирттерчӗҫ.

Чӑваш кӗнеке издательствинче тухнӑ Юрий Артемьевӑн ҫӗнӗ кӗнекинче эсир чӑваш литературинче палӑрнӑ ҫичӗ ҫыравҫӑ пултарулӑхӗн тишкерӗвӗпе паллашма пултаратӑр. Константин Иванов, Ҫеҫпӗл Мишши, Фёдор Павлов, Илле Тӑхти, Петӗр Хусанкай, Хветӗр Уяр тата Юрий Скворцов хайлавӗсене Юрий Михайлович ҫӗнӗрен вуласа тухса, тарӑннӑн тишкернӗ. Тавлашуллӑ ыйтусене те ҫутатмасӑр хӑварман.

Юбиляра саламлама чылайӑн пынӑ: Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политикипе архив ӗҫ министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Вячеслав Фошин (вӑлах Михаил Игнатьев Президентӑн Тав хучӗпе чысларӗ), ЧГПӐИ директорӗ Юрий Исаев, Канаш районӗн администраци пуҫлӑхӗ Владислав Сафронов, Алексей Трофимовпа Михаил Кондратьев ӑсчахсем, «Тӑван Атӑлӑн» шеф-редакторӗ Арсений Тарасов тата ыттисем пулчӗҫ.

Вулавӑшӑн акт пӳлӗмӗнче «Талантлӑ тӗпчевҫӗ, тишкерӳҫӗ, куҫаруҫӑ» курав ӗҫлерӗ — унта тӗпчевҫӗн пурнӑҫӗпе тата ӗҫӗсемпе паллашма май пурччӗ.

 

Сӑнсем

#вулавӑшсем, #хӑтлавсем, #Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, #ЧПГӐИ, #юбилейсем, #Канаш районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем