Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев ӗнер Ҫурҫӗр электричество сечӗн ертӳҫисемпе курнӑҫса Шупашкар районӗнчи кӳкеҫсен ҫутӑ ыйтӑвне хускатнӑ.
Район центрӗ пачах ҫутӑсӑр лармасть-ха. Анчах хӑш-пӗр урамра ку енпе ыйтусем самай. Колхоз урамӗнче пурӑнакансем, акӑ, напряжени пӗчӗккипе аптӑраҫҫӗ. «Иволга» (чӑв. Саркайӑк), «Надежда» (чӑв. Шанчӑк) пахча юлташлӑхӗсене ҫутӑ кӗртмен.
Депутатпа Ҫурҫӗр электричество сечӗсен ертӳҫисем калаҫни сая кайман. Чӑвашэнерго юпасене, трансформаторсене хӑй шучӗпе вырнаҫтарӗ.
Колхоз урамӗнчи ҫутӑ линине юсама май килменни ӑна Кӳкеҫ поселокӗн балансӗ ҫине регистрацилеменнипе ҫыхӑннӑ. Калаҫу вӑхӑтӗнче Шкул тата Карл Маркс урамӗсенчи линисем те шутра тӑманни палӑрнӑ.