Ку — тӗлӗнмелле истори. Севастополе хӳтӗленӗ чухне хыпарсӑр ҫухалнӑ салтаксен ятне ҫырнӑ обелиск ҫинче Комсомольски районӗнче пурӑнакан Павел Сорокинӑн та пур. Ӑна шыраса тупнӑ. Ку — «Советская Чувашия» хаҫат тата Тинӗс-ҫар флочӗн республикӑри ветерансен пӗрлӗхӗн ӗҫӗ.
Ку ӑнсӑртран тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Пӗрлӗх председателӗ Владимир Крюковский каланӑ тӑрӑх, вӗсем калаҫса тӑнӑ. Инҫех мар хӗр иртсе пынӑ, Севастополь пирки калаҫнине илтсен чарӑннӑ. Унӑн тӑванӗ чӗрӗ-сывӑ пулнине, Комсомольски районӗнче пурӑннине пӗлтернӗ.
Ҫапла тӗпчеме тытӑннӑ: мӗнле ветеран вӑл? Ун патне кайнӑ. Павел Сорокин Чӑваш Енӗн астӑвӑм кӗнеки ҫинче хыпарсӑр ҫухалнисен списокӗнче тӑрать-мӗн. Унӑн ячӗ обелиск ҫинче те пур.
Обелиск ҫинче унӑн ятне ылтӑнпа ҫырнӑ, вӑл Севастополе хӳтӗленӗ чухне хыпарсӑр ҫухалнӑ имӗш. Анчах Павел Сорокин тыткӑнра 4 ҫул пулнӑ.
Павел Захарович ҫав вӑхӑта аса илме юратмасть. 19-ти йӗкӗте 1941 ҫулта вӑрҫа илсе кайнӑ. Училищӗре вӗреннӗ хыҫҫӑн Севастополе янӑ. 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче ҫапӑҫу хаяр пулнӑ. Нимӗҫ самолечӗсем вӗҫсе килнӗ. Павел Захарович аллинчен юн юхнине те туйман.
Снаряд ванчӑкӗсем ҫумӑр пекех ӳкнӗ. Пӗри Павел Сорокинӑн урине амантнӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл тӑрайман. Ыттисем аманнисене шыв патне антарнӑ, вӗсене ҫӑласса шаннӑ. Анчах нимӗҫсем вӗсем патне хӑвӑртрах ҫитнӗ. Ҫапла Павел Захарович тыткӑна лекнӗ.
1945 ҫулта акӑлчан ҫыннисем вӗсене ирӗке кӑларнӑ. Павел Захарович ун хыҫҫӑн та ҫарта тӑнӑ. Вӑл 1946 ҫулта ҫеҫ демобилизациленнӗ.