Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Асам» кинофестивале 22 ӗҫ хутшӑнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 11.10.2016 21:47 | 2042 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Пӗтӗм чӑвашсен 2-мӗш «Асам» кинофестивалӗн пресс-конференцийӗ иртрӗ. Унта юпа уйӑхӗн 24–29-мӗшӗсенче иртекен культура мероприятийӗ пирки тӗплӗнрех каласа пачӗҫ.

Кӑҫалхи кинофестивале пурӗ 22 ӗҫ хутшӑнӗ — илемлӗ 9 фильм, 5 документалли тата 8 анимациллӗ фильм. Илемлӗ фильмсене илес пулсан куракансем «Там, где нет тебя» (режиссёрӗ Ю. Спиридонов), «Принять удар» (Е. Рябцева), «Вера и сомнение» (Е. Рябцева), «Сурӑм хӗрӗ» (В. Карсоков), «Чакӑр куҫӑм шӑпана» (А. Степанов-Пӑртта), «Никита» (М. Никитин), «В лесу» (М. Ефремов), «Асамат кӗперӗ» (Р. Андреев), «Ветки» (В. Синяев) фильмсемпе паллашма пултарӗҫ. Документаллисен шутӗнче Ю. Спиридоновӑн «Я люблю тебя, Шумерля» тата «Генерал Тихонов», А. Ефремовӑн «Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх», Ю. Сергеевӑн «История великого народа», С. Сахаровӑн «Шигали» пулӗҫ. Анимациллӗ фильмсене иккӗн тӑратнӑ — 3 фильма Улатӑрти ача-пӑча ӳнер шкулӗ хатӗрленӗ, ыттисене — В. Галошев. Улатӑртисем чӑваш халапӗсем ҫинче никӗсленнӗ «Почему сосна и ель вечно зеленые», «Как река началась», «Как ловили Луну» фильсем кӑтартӗҫ. Вӗсем пурте — вырӑсла. В Голошев вара куракансем умне «Народ в серебряном одеянии», «Шупашкар хулин символӗ», «Виҫӗ хӗвел», «Мироздание», «Чувашскую книгу красная корова съела» анимациллӗ фильмсем тӑратӗ.

Кӑҫалхи чӑваш кинофестивальте конкурса кӗмен ӗҫсем те пулӗҫ. Пурӗ 20 ӗҫ пулӗ. Фестивале килнисем Казахстанри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Туҫи Алтайри тата ытти тӑрӑхсенчи режиссёрсен ӗҫӗсемпе паллашма пултарӗҫ.

«Асам» кинофестиваль юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Курав вырӑнӗсем наци вулавӑшӗнче тата Чӑваш Республикин электронлӑ тата кинодокуменчӗсен патшалӑх архивӗн ҫуртӗнче пулӗҫ. Архив ҫурчӗ И. Яковлев проспекчӗн 12А адреспа вырнаҫнӑ. Кинофестиваль юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Йӗркелекенсем: культура министерстви, кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тата Чӑваш наци конгресӗ.

#культура, #кинофестивальсем, #Асам, #Кино ҫулталӑкӗ, #пресс-конференцисем, #кинематографистсен пӗрлешӗвӗ, #ЧНК

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем