Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.1 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӑрӑ-хурахсем: Финанс пирамиди туса 159 миллион тенкӗ «ӗҫлесе» илнӗ

Пулӑшу (Услуги) Туртӑнтарнӑ мачча тума пулӑшатӑп. Пӗр кун хушшинче!
Пулӑшу (Услуги) Корпуслӑ сетел-пукан ӑсталакана шыратӑп.
Сутатӑп М7 трасса çумĕнчи Шупашкартан 30 çухрăмра вырнаçнă автосервис пулнă çурта сутатăп (450 тăваткал метр)
Софья Савнеш 11.10.2016 21:55 | 186 хут пӑхнӑ
Вӑрӑ-хурахсем

Чӑваш Енре пурӑнакан 50 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларӗ. Вӑл финанс пирамиди йӗркеленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын 2014 ҫулта «Удобно-сбережения» тулли мар яваплӑ общество йӗркеленӗ. Килӗшӳсем туса ҫынсенчен укҫа упрама илнӗ. Хӑй саккунлӑ майпа ӗҫленине кӑтартмашкӑн вӑл процентсем кӑштах тӳленӗ.

Анчах чее ӗҫ нумайлӑха тӑсӑлман. Унӑн хура ӗҫне тупса палӑртнӑ. Арҫын финанс пирамиди йӗркелесе хӑйӗн кӗсйине 159 миллион тенкӗ чикнӗ. Вӑл 546 ҫынна улталанӑ. Вӑлтана Мӑкшӑ, Чӑваш, Коми республикисенче, Ханты-Манси автономи округӗнче, Киров, Чулхула облаҫӗсенче пурӑнакансем лекнӗ.

Халӗ ку ӗҫе следовательсем суда ярса панӑ.

#вӑрӑсем, #укҫа-тенкӗ, #судсем, #Мӑкшӑ Республики, #Коми Республики, #Киров облаҫӗ, #Чулхула облаҫӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/37071
 

Orphus

Радио (20.02.2017)

00:00
 
Музыкальный экспресс (12+)
06:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
06:30
 
Республика сасси (12+)
07:00
 
Ирхи кăмăл (12+)
20:00
 
Хыпарсем (12+)
20:10
 
Чалт кăна (12+)
21:00
 
Новости (12+)
21:10
 
Чалт кăна (12+)
22:00
 
Хыпарсем (12+)
22:10
 
Юрă вăчăри (12+)
23:00
 
Новости (12+)
23:10
 
Юрă вăчăри (12+)

Баннерсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: p-code(a)mail.ru